Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ларăва хутшăннă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Хусанта РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи канаш ларăвне хутшăннă. Канашлăва çамрăксене Тăван çĕр-шыва юратма вĕрентсе çитĕнтерессин тата яш-кĕрĕмĕн призыв умĕнхи хатĕрленĕвĕн ыйтăвĕсене халалланă.

Чăваш Енре шкул ачисемпе студентсене çарпа патриотизм воспитанийĕн ĕçне, спорт тата çар ăмăртăвĕсене явăçтараççĕ. Çавăн пекех çар вĕренỹ учрежденийĕсене вĕренме кĕрекенсен йышĕ ỹсет. 2012 çулта Чăваш Енĕн 50 çамрăкĕ вĕренме кĕнĕ пулсан, 2014 çулта 185 çамрăк офицер пулма шутланă.



"Елчĕк Ен"
24 декабря 2014
13:38
Поделиться