Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Мĕнлерех куратпăр тĕнчене?

Коммерципе çыхăнман организацисен республикăри I форумĕ хăйĕн ĕçне вĕçленĕ.

Тĕнче анлăшĕнче Раççей вырăнне мĕнле куратăр? Влаçпа общество хушшинче килĕшỹлĕх пур-и? Наци хутшăнăвĕсене лайăхлатмалли майсем. Халăхăн чухăн сийĕсене пулăшмалли меслетсем. Çакă тата ытти ыйтăва сỹтсе явнă Чăваш Енре иртнĕ коммерципе çыхăнман организацисен пĕрремĕш форумĕнче.

Ăна йĕркелесе ертсе пынă ЧР Общество палатин культура, вĕренỹ тата наци хутшăнăвĕсен комиссийĕн председателĕ Алексей Судленков форумăн ăнăçлăхне палăртнă. Тавлашу клубĕсемпе "çавра сĕтелсенче" паянхи пурнăç кăларса тăратнă чи çивĕч ыйтусене хускатнă.

Шупашкара Мускавран паллă экспертсем - РФ Общество палатин членĕ Максим Григорьев, Раççейри Стратеги тĕпчевĕсен институчĕн ăсчахĕ Раис Сулейманов килни форум ĕçне çĕнĕ варкăш кĕртнĕ.

Форума хутшăннисене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ырă суннă:

- Влаç сирĕн сăмаха илтессе шансах тăратăп, - тенĕ вăл. - Коммерципе çыхăнман организацисем гражданла обществăн никĕсне йĕркелеççĕ. Вĕсен шухăш-кăмăлне хамăрăн малашнехи ĕçре шута илмелле, ĕçлĕ сĕнỹсем нумай пани кăмăла кайрĕ. Эппин, паянхи ăру тĕнчери пулăмсенчен аякра тăмасть. Хам енчен çакна каласшăн: пирĕн республикăра килĕшỹлĕх хуçаланни кулленхи ыйтусене ăнăçлă татса пама пулăшать. Пĕтĕм ыйту экономикăна пырса тивет-çке. Çулталăка начар мар кăтартусемпе вĕçлетпĕр. Укçа-тенкĕ енĕпе йывăрлăх сиксе тухнине пăхмасăрах социаллă проектсене çул панă.



"Елчĕк Ен"
17 декабря 2014
13:16
Поделиться