Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ

"Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи черетлĕ ларура выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 11 уйăхри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.

11 уйăхри тапхăрта ял хуçалăх предприятийĕнче пурĕ 18980 центнер (иртнĕ çулхинчен 3 процент ытларах) сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕнерен 5931 килограмм сĕт сунă. Мăйракаллă шултăра выльăхсем пĕр талăкра 814-шар грамм, сыснасем 501-шер грамм ỹт хушнă. Асăннă кăтартусем те, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, ытларах пулнă. А.Романов тĕп зоотехник çавăн пекех ветеринари служби умĕнче тăракан тĕллевсемпе тата селекци ĕçне мĕнле йĕркелесе пынипе паллаштарнă.

Ял хуçалăх предприятийĕнче 2015 çулхи çур акине хатĕрленсе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене алласа тасатассипе мĕнле ĕçлени çинчен председатель çумĕ О.Карсаков, автомашинăпа трактор паркĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен Д.Чернов тĕп инженер каласа кăтартнă.

Лару ĕçне Г.Федоров председатель пĕтĕмлетнĕ.



"Елчĕк Ен"
17 декабря 2014
13:24
Поделиться