Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Статистика кăтартăвĕсем тĕрĕс

Федерацин патшалăх статистикин службин Чăваш Республикинчи территори органĕн ертỹçин çумĕ Л.Н.Егорова Елчĕкре пулнă май "Елчĕк ен" хаçат корреспонденчĕ унран хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтнă.

- Людмила Николаевна, 2015 çулхи микропереписе мĕн тĕллевпе ирттереççĕ?

- Микроперепись 2020 çулхи халăх çыравне хатĕрленмелли мероприятисенчен пĕри шутланать. Ăна патшалăх демографи политикине тытса пыма - çуралакан ачасен йышне ỹстерес, çемье институтне çирĕплетес, çынсем вилессине чакарас, халăхăн пурнăç шайĕ мĕнле пулнине пĕлес, çапла майпа çаксем пирки тĕрĕс статистика информацийĕ пухас тĕллевпе йĕркелесе ирттереççĕ.

- 2013 çулта уйрăм хушма хуçалăхсен бюджетне суйласа илсе тĕрĕсленин кăтартăвĕсемпе паллашма пулать-и?

- 2013 çулта уйăхра пĕр çын пуçне тивĕçекен вăтам тупăш пĕтĕмĕшле илсен 12338,2 тенкĕпе, 2012 çулхипе танлаштарсан 4,7 процент ытларах пулнă. Палăртнă тапхăрта хулара пурăнакансен тупăшĕ 8 процент ỹснĕ, ял çыннисен 1,2 процент чакнă. Халăхăн 27,7 проценчĕ ытлăн-çитлĕн пурнăçпа, çынсен 2,3 проценчĕн тупăшсен пайĕ пысăках пулманнине палăртнă.

Усă курма кирлĕ укçа-тенке пĕтĕмĕшле тупăш мĕнле пулнине кура тăкаклаççĕ. 2013 çулта килти хуçалăхри пĕр çын уйăхра вăтамран 8190,3 тенкĕ, 2012 çулхипе танлаштарсан 12 процент ытларах укçа-тенкĕ тăкакланă. Хула çыннисен усă курма кирлĕ тăкакĕсем 22,3 процент ỹснĕ пулсан, ял çыннисен 7,7 процент чакнă.

Иртнĕ çул республикăра пурăнакансем апат-çимĕç продукчĕсене туяннин тăкакĕсем 11,1 процент ỹснĕ, пулăшу ĕçĕсемпе усă курнăшăн 10,6 процент, алкоголь продукчĕсене туяннăшăн 29 процент ытларах тỹленĕ. Аш-какай тата унран хатĕрленĕ продуктсене туянма, 2012 çулхипе танлаштарсан, 27,8 процент ытларах укçа-тенкĕ тăкакланă. Çăкăр, сĕт тата унран хатĕрленĕ продуктсене туяннин тăкакĕсем те 16,9 тата 15,2 процент ытларах пулнă. Апат-çимĕç шутне кĕмен таварсен тытăмĕнчи тăкаксенчен чи пысăкки _ 31 процент - транспорт хатĕрĕсем туянни. Пулăшу ĕçĕсемпе усă курнин структуринче коммуналлă пулăшусемшĕн тỹлесси чи нумаййи- 36,9 процент пулнă.

- Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, апат-çимĕç таварĕсен хакĕсем ỹснĕ-и?

- Тĕрлĕ йышши пахча çимĕç йỹнелнĕ пулсан, аш-какай тата кăлпасси хакланнă. Хаксен мониторингне тишкерес пулсан, хальхи вăхăтра чи хакли сысна ашĕ шутланать. Çулталăк пуçланнăранпа вăл 35 процент хакланнă, кăçалхи авăн уйăхĕнче 1 килограмм сысна ашĕн вăтам хакĕ 235 тенкĕ пулнă. Чăх ашĕ 30 процент, кăлпасси - 18-14, ĕне ашĕ - 2,6, тăварланă пулă - 16, сахăр песукĕ - 24,6, канфет - 12,3, апельсин 7,5 процент хакланнă.

- Елчĕк районĕнчи демографи лару-тăрăвĕ пирки пĕлес килет.

- 2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне Елчĕк районĕнче 18809 çын пурăннă. Кăрлач-авăн уйăхĕсенче 230 ача çуралнă, 245 çын вилнĕ. 2013 çулхи кăрлач-авăн уйăхĕсенчипе танлаштарсан 43 ача ытларах çуралнă, 21 çын сахалрах вилнĕ. 

151 çĕнĕ çемьене регистрациленĕ, 39 çемье уйрăлнă.

Кăçалхи 9 уйăхра района 508 çын пурăнма килнĕ, 664 çын урăх çĕре пурăнма тухса кайнă.

- Статистика цифрисем яланах тĕрĕс информацие палăртаççĕ-и?

- Статистика - кăткăс наука. Цифрисене тĕрĕс пĕтĕмлетесси ыйтусене хуравлакансенчен те нумай килет. Чылай чухне, пытармалли çук, çынсем ыйтусем çине ăнланмасăр, тĕрĕс мар хуравсем панăран цифрăсене тĕрĕс палăртманни пулĕ. Çакна шута илсе Чăвашстат ĕçченĕсем республикăра пурăнакансене статистикăри методологи тĕллевĕсене вĕрентессине малти вырăна хураççĕ.



"Елчĕк Ен"
13 декабря 2014
14:08
Поделиться