Сывлăха упрама пулăштăр
2014 çулхи утă уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне ỹстерес тата сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе йышăнакан хушма мерăсем çинчен" Указа алă пуснă. Хамăрăн тăрăхра "Сывлăх профильне" йышăнассине шăпах официаллă çав документпа килĕшỹллĕн пуçарнă та. Вăл халăхăн пурнăç пахалăхне тата сывлăхне лайăхлатмалли республикăн малашнехи аталанăвĕн стратегийĕ евĕрех.
Ăна çак кунсенче çирĕплетнĕ. Унăн тытăмне çакнашкал пайсем кĕнĕ: "Чăваш Республикинчи медицинăпа демографи лару-тăрăвĕн тĕп енĕсем", "Сывлăха çирĕплетме витĕм кỹрекен факторсем", "Халăхăн пурнăç пахалăхне ỹстерес, сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе йĕркелекен мероприятисене информаципе коммуникаци пулăшăвĕпе тивĕçтересси", "Чăваш Республикин халăх сывлăхне сыхлас тата çирĕплетес хутлăхĕнчи приоритетлă тĕллевĕсем". Çак документа хатĕрлемешкĕн влаçăн тĕрлĕ шайĕнчи органсем, общество пĕрлешĕвĕсемпе организацийĕсем хутшăннă. "Сывлăх профильне" йĕркелеме Чăваш Ен Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви кăçал кĕркунне республикăра пурăнакан граждансемпе ирттернĕ ыйтăм та пулăшнă.
Профиль пирĕн тăрăхри çынсен сывлăхĕпе паллаштарнисĕр пуçне ăна витĕм кỹрекен, медицинăпа çыхăнман факторсене те тĕпчет. Вĕсен шутĕнче - пурнăç тата ĕç условийĕсем, производство хутлăхĕ, апатлану, тавралăх уйрăмлăхĕ, пурăнмалли кĕтесри условисем, общество сывлăха сыхлани, пурнăç йĕрки, ĕçпе тивĕçтересси т. ыт. те.