Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пĕрлехи информаци кунĕ

Раштав уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунĕ иртет.

Унта Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвне янă Çырăвне, Чăваш Республикин çитес çулхи, планпа палăртнă 2016 тата 2017 çулсенчи бюджетне, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М.В.Игнатьевăн "Чăваш Республикин Президенчĕн 2011 çулхи юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнчи 90-мĕш номерлĕ Указне улшăнусем кĕртесси çинчен" Указне тишкерĕç. Çавăн пекех культура учрежденийĕсене аталантарас, пушар хăрушсăрлăхне ỹстерес, 2015 çулхи пĕрремĕш çур çул валли хаçат-журнал çырăнтарас ыйтусем те айккинче юлмĕç.

Информаци ушкăнĕсем пĕчĕк тата инçетри ялсене тухса çынсемпе тĕл пулаççĕ, вĕсен ыйтăвĕсене татса параççĕ.



"Елчĕк Ен"
13 декабря 2014
14:45
Поделиться