Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Донор пулни сăваплă

Донор пулни сăваплă

Кĕçнерни кун районти тĕп больницăра донор кунĕ иртрĕ.

Медицина вăйлă аталанса пырать пулсан та искусствăлла майпа юна ылмаштармалли мел шутласа тупайман-ха. Çавăнпа та çынна пулăшма чăн-чăн юн кирлĕ. Çакна Елчĕксем лайăх ăнланаççĕ. Донор кунĕнче 96 çын юн пачĕ, пирвайхи хут - 5 çамрăк. Уйрăмах "Прогресс" акционерсен хупă обществинче, райадминистрацинче, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче тăрăшакансем, медработниксем, учительсемпе полици сотрудникĕсем хастар пулчĕç. Вĕсем çынсене пулăшу пани пархатарлă пулнине палăртаççĕ, хăйсен сăваплă ĕçĕпе теприн пурнăçне çăлма пултарнăшăн хĕпĕртеççĕ. Юн паракансен кăмăлĕ лайăхланать, пит çинчи ỹт тĕсĕ те улшăнать. Сывлăхлă çын кăна донор пулма пултарать.

Е.ИВАНОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнчен килнĕ донорсем.



"Елчĕк Ен"
13 декабря 2014
14:40
Поделиться