Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Парнесем - Рифкат пиччерен

Парнесем - Рифкат пиччерен

Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕнче сусăрланнă ачасемпе тĕл пулу иртрĕ. Унта район администрацийĕн пайĕсен пуçлăхĕсем А.Александровăпа И.Аникина хутшăнчĕç, салам сăмахĕсем каларĕç.

Музейçĕсем сывлăх енчен хавшак ачасем валли илемлĕ сувенирсем хатĕрлес тĕлĕшпе мастер-класс йĕркелени пурне те килĕшрĕ. Çăмран хытарса хăлха çакки тума вĕренчĕç вĕсем. Ал ĕçĕнче Стас Антонов чи пултарулли пулчĕ.

Инвалид ачасене кăштах та пулин савăнтарас тесе Сăрьелĕнчи Р.Харисов спонсорла пулăшу пачĕ. Рифкат Сабирович хатĕрленĕ пылак çимĕçсемпе, теттесемпе тĕл пулăва килнисем кăмăллă пулчĕç. Елчĕкри культурăпа кану центрĕн артисчĕсен юрри-кĕвви сусăр пепкесен чунне çĕклени тỹрех сисĕнчĕ. Вĕсем те культура ĕçченĕсемпе пĕрле юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç.

В.ВАСТУЛОВА.



"Елчĕк Ен"
10 декабря 2014
10:28
Поделиться