Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Музейра - тĕрлĕ наци пуканийĕсем

Музейра - тĕрлĕ наци пуканийĕсем

Культура çулталăкĕнче Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнче тĕрлĕ тĕл пулусем, савăнăçлă каçсем, конкурссемпе викторинăсем, пултарулăх кунĕсем сахал мар йĕркелерĕмĕр. Ял çыннисене 14 выставкăпа паллаштарма мехел çитертĕмĕр.

Çак кунсенче кунта тĕрлĕ ĕмĕрти, тĕрлĕ халăхсен пуканийĕсен куравĕ уçăлчĕ.

Куравра 30 ытла пукане. Вĕсем пурте хăйсен тумтирĕпе илĕртỹллĕ. Çак курава Чăваш патшалăх педагогика университечĕн технологипе экономика факультечĕн конструировани кафедри (деканĕ О.И.Голованева), студентсем пулăшнипе йĕркеленĕ. Музей ĕçченĕ С.Голубева асăннă университетра вĕреннĕрен кафедра пуçлăхĕ Елчĕксене çак ĕçсемпе паллаштарма кăмăл тунă.

Илемлĕ выставкăпа Елчĕк шкулĕнчи пуçламăш классенче вĕренекенсем паллашма ĕлкĕрчĕç. Сире те çĕнĕ курава килсе курма йыхравлатпăр.



"Елчĕк Ен"
10 декабря 2014
10:29
Поделиться