Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пĕрремĕш экзамен

Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи вун пĕрмĕшсем, Раççейри ытти вăтам шкулсенчи пекех, пĕрремĕш тĕрĕслев витĕр тухрĕç - пĕтĕмлетỹ сочиненийĕ çырчĕç.

Районти 166 выпускник 2014-2015 вĕренỹ çулĕнче патшалăх пĕтĕмлетỹ аттестацине кĕме ирĕк илес тесе вырăс чĕлхине тата литературăна пĕлнине çирĕплетсе сочинени хайларĕ. Çĕнĕрен таврăннă кивĕ йăлах ку, анчах технологи тĕлĕшĕнчен хытарнă йĕркепе иртрĕ вăл. Унччентерех сочинение ятарлă паллăсемпе хакланă пулсан, халĕ икĕ тĕрлĕ хаклав çеç пулĕ: "шута илнĕ" е "шута илмен".

А.БОГДАНОВА



"Елчĕк Ен"
06 декабря 2014
13:37
Поделиться