Михаил Игнатьев: "Йывăрлăхсене эпир парăнмăпăр"
Раштавăн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă çырăвне итлеме хутшăннă, кайран хăйĕн шухăшне журналистсене пĕлтернĕ. Вăл палăртнă тăрăх - патшалăх Пуçлăхĕ çитĕнỹсене тата умри кăткăс ыйтусене яр уççăн палăртнă, влаç органĕсем тата общество умне конкретлă задачăсем кăларса тăратнă.
"Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин кăçал Федераци Пухăвне янă Çырăва тĕнчери политикăна тата тĕнчери санкцисене тишкернинчен пуçларĕ. Çав вăхăтрах вырăс халăхĕн патриотизмĕ тата кăмăл-сипет вăйĕ мĕн тери пысăк пулнине палăртрĕ. Хăйне хур тума тăрсан вырăс халăхĕ яланах çĕнтернĕ.
Иккĕмĕшĕнчен, Украинăра йывăр событисем пуçлансан политикăра лару-тăру çивĕчленни, Крым, Севастополь Раççейпе пĕрлешни çинче чарăнса тăчĕ. Пĕтĕм Раççей халăхĕ, мĕн пур регионсем икĕ регионта пурăнакансен суйлавне ырласа йышăннă.
Виççĕмĕшĕнчен, уйрăм регионсем хывакан укçа-тенке, уйрăм çын харпăрлăхне хỹтĕлесси, предпринимательсене ют çĕр-шывсене илсе тухнă капитала Раççее тавăрма тата ăна уçăмлатма майсем туса парасси çинчен татăклăн каларĕ. Çакă вăл укçа-тенке каялла хамăр патăмăра тавăрма май паракан хăйне евĕрлĕ амнисти пулать.
Кунсăр пуçне Раççей Президенчĕ эпир хамăр çынсене социаллă сферăра - вĕрентỹре, сывлăха сыхлассинче, физкультурăра тата спортра, культурăра пулăшусем памалли çинчен питĕ уçăмлăн каланă.
Владимир Владимирович Путин ĕç рынокĕнче халĕ ĕç вăйĕ - ахаль рабочисем, çĕр ĕçченĕсем, тивĕçлĕ пĕлỹ илнĕ инженерсем питĕ кирлине уççăн палăртрĕ. Çакă вăл импорт таварĕсене хамăрăннипе улăштарнă тапхăрта питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен пысăк технологиллĕ продукци туса кăларма Хĕвеланăç куçĕнчен пăхма пăрахмалла. Эпир вĕсене хамăр патăмăрта та туса кăларма пултаратпăр. Экономика санкцийĕсем çак ĕçсене лайăхлатма хистемелле.
Пирĕн республикăра ку енĕпе нумай ĕç тăваççĕ. Декабрĕн 3-мĕшĕнче эпĕ "Электрические сети России - 2014" пĕтĕм тĕнчери специализациленĕ выставкăна çитсе куртăм. Унта пирĕн предприятисемпе организацисен продукчĕсене чылай тăратнă. Вĕсем рынокăн суту-илĕвĕнче лидерсем шутланакан кирек хăш компанипе те тупăшма пултараççĕ.
Раççей Президенчĕ пирĕн ума задачăсем лартрĕ, эпир вĕсене регионсенче, бизнес пĕрлĕхĕсемпе, общество организацийĕсемпе пĕрле, пурнăçлатпăр", - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.