Пуринчен те лайăххи эс, юратнă анне!
Амăшĕсен кунне халалланă уяв Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче иртрĕ. Пухăннисене уяв ячĕпе район пуçлăхĕ Роза Молодова, районти хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи Евгения Михайлова саламларĕç. Хаклă çыннăмăрсене ăшă-ăшă сăмахсем калакансем йышлăн пулчĕç çак кун.
РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн ертỹçин çумĕ Марина Маркова Чăваш Тăрăмĕнчи Людмила Королевăна, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Галина Муравьевăна амăшĕн сертификачĕ пачĕ. Сăмах май, хальлĕхе районта Раççейри амăшĕн капиталне 951 çемье илнĕ, вĕсенчен 560-шĕ унпа усă курма ĕлкĕрнĕ.
Районти социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçин çумĕ Наталья Николаева республикăри амăшĕн сертификатне Çĕнĕ Пăвари Ольга Крысовăпа Елчĕкри Людмила Немцева илнине пĕлтерчĕ. Николай Федоровичпа Ольга Георгиевна Крысовсемпе Алексей Николаевичпа Людмила Геннадьевна Немцевсем тăватшар ача çитĕнтереççĕ. Иккĕшĕ те хăйсен тăрăхĕнче пултаруллă та ĕçчен çемье пулнипе палăраççĕ.
Унтан ЗАГС пайĕн ертỹçи Валентина Спиридонова уява пĕр килте кинĕсемпе хунямăшсем килĕштерсе пурăнакан çемьесене чĕннине хыпарларĕ. Кашни ялтах пур вĕсем, çамрăксемпе ваттисем пĕр сăмахран пурăнакан çемьесем. Чăваш Тăрăмĕнчи Королевсем, Аслă Елчĕкри Карамаликовсем, Тĕмерти Вороновсем, Шăмалакри Львовсем, Курнавăшри Кругловсем, Таяпа Энтринчи Воробьевсем, Хĕрлĕçырти Каширинсем, Елчĕкри Никоновсем, Кивĕ Эйпеçри Григорьевсем хăйсем епле туслă та ĕçчен, шăкăл-шăкăл пурăннине каласа пачĕç. Çемьери тăнăç та лăпкă пурнăç ытларах хунямапа кин пĕр çăвартан пурăннинчен килнине пытарма çук. Çамрăксем ваттисене хисеплесе, аслисем çамрăксене вĕрентсе пыракан, килти çỹп-çапа урама кăларман, урамрине пỹрте илсе кĕмен çемьесем хăйсен тăрăхĕнче кăна мар, районĕпех чапа тухнă. Сăпайлă та тарават, нумай ача ỹстерекен маттур та чипер, сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшакан çемьесене районти ашшĕсен канашĕн ертỹçи Юрий Смирнов саламларĕ.
Районти тĕп больницăри Алиса Пупина, Надежда Афанасьева врачсем ĕçчен хĕрарăм кăна ача çуратма ỹркенменнине, ача çуратакан хĕрарăм сывлăхлă, çавăн пекех сывă ача çуратнине аса илтерчĕç.
Уява "Шевле" ача садне çỹрекенсем, Елчĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем, Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕсем, ачасем илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Кашни амăшĕн пит-куçĕнче йăл кулă çиçсе тăчĕ çак кун. Апла пулсан районти амăшĕсем телейлĕ. Вĕсен çỹçĕсем вăхăтсăр ан шуралччăр кăна.
Сăн ỹкерчĕкре: Крысовсене - амăшĕн капиталĕн сертификачĕ.