Статистика пĕлтерĕшĕ пысăк
Ытлари кун пирĕн районта статистика кунĕ иртрĕ. Унта федерацин патшалăх статистикин службин Чăваш Республикинчи территори органĕн (Чăвашстат) специалисчĕсем тĕрлĕ мероприяти ирттерчĕç. Вĕсене ертỹçĕн çумĕ Л.Н.Егорова йĕркелесе пычĕ.
Пирĕн пурнăçра, халăх хуçалăхĕнче статистикăн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Унăн кăтартăвĕсене обществăра тĕрлĕ йышăнусем тунă чухне анлăн усă кураççĕ. Статистика органĕсем çĕр-шыв, регион шайĕсенче тĕрлĕ тĕпчевсем, халăх çыравĕсем йĕркелеççĕ.Вĕсенче пухнă кăтартусем экономикăпа ял хуçалăхне, вак тата вăтам бизнеса, хушма хуçалăхсене аталантарма, ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтернĕ, хаксене тĕпченĕ, малашлăха палăртнă çĕрте паллă вырăн йышăнаççĕ. Çакна палăртрĕç те районта иртнĕ статистика кунне хутшăнакансем.
Район администрацийĕн ларусем ирттерекен залĕнче промышленность, ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен, бюджет тытăмĕнчи организацисен, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен представителĕсемпе ирттернĕ семинарсенче ĕçлекенсен йышĕ тата вĕсен ĕç укçин калăпăшĕ çинчен туллин информаципе тивĕçтересси çинчен чарăнса тăнă. Тĕп фондсем, инвестицисем пирки те калаçу пулнă. Тĕп тĕллевсенчен пĕри - патшалăх статистика органĕсене тăратакан çулталăк отчечĕсене туллин хатĕрлесси, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тата ỹсен-тăран çитĕнтерессипе çыхăннă кăтартусене шута илессинчи уйрăмлăхсене палăртасси.
Ял тăрăхĕсен администрацийĕсен представителĕсемпе ирттернĕ тĕл пулусенче çыравсем хушшинчи тапхăрта çынсен йышне палăртасси, ют çĕртен куçса килнисене шута илесси, çавăн пекех вĕсем уйрăм çынсен выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк, акăнакан çĕр лаптăкĕсем пирки кăтартусем парасси тĕп вырăн тупнă.
Ялсенче йывăр вăхăтра та çĕнĕ çурт-йĕр çĕклекенсем пур. Вĕсем çинчен те статистика органĕсене туллин кăтартусем пани вырăнлă.
Статистика кунĕнче ĕçлĕ тĕл пулусем те сахал мар иртрĕç. Раççей ФМСĕн Чăваш Республикинчи Патăрьелĕнчи территори подразделенийĕн Елчĕкри уйрăмĕнче ют çĕртен килекен çынсене шута илесси, район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче отчетсене хатĕрлемелли йĕркесемпе паллаштарни вĕсенче ĕçлекенсемшĕн пысăк пулăшу пулчĕ.
Статистика кунне хутшăннă Чăвашстат специалисчĕсем выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин ертỹçипе А.А.Скворцовпа, "Елчĕк ен" хаçатăн тĕп редакторĕпе Н.В.Алексеевпа та ĕçлĕ тĕл пулусем ирттернĕ.
Статистикăн пĕлтерĕшĕ çинчен Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти 10 "Э" класра вĕренекенсем те сахал мар пĕлчĕç. Унта Чăвашстат ертỹçин çумĕ Л.Н.Егоровăпа Елчĕк районĕнчи ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Л.А.Горшкова "Уçă урок" ирттерчĕç.
Статистика кунĕнче Чăвашстат специалисчĕсем районта пурăнакансемпе тĕл пулса вĕсен ыйтăвĕсене татса панă.
(Хамăр корр.)
Сăн ỹкерчĕксенче: Л.Н.Егорова; тĕл пулу вăхăтĕнче.