Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Паспорта улăштарма - 3 кун

Раççей Федерацийĕн миграци службин Чăваш Республикинчи управленийĕ раштав уйăхĕн 1-15-мĕшĕсенче "Паспорта - виçĕ кунта" ятпа акци йĕркелет.

Çак акци 20 тата 45 çул тултарнă май паспорта улăштарма е паспорта çухатнă хыççăн çĕнĕрен тутарма пуçăннă граждансене пырса тивет. Вĕсен чи малтанах муниципалитет тата патшалăх пулăшăвĕсем паракан Пĕрлехи портал урлă вырăнти миграци службине (енчен те гражданин паспортне маларах та çак пунктрах илнĕ пулсан) электронлă майпа заявлени памалла. Мĕнлерех документсем хатĕрлемелли пирки эсир тĕплĕнрех миграци службин Елчĕк районĕнчи уйрăмĕнчен 2-56-54 номерпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пултаратăр. Асăннă акцие хутшăнакансен паспортне черете пăхăнмасăр 3 кун хушшинче туса парĕç.

Т.КАЗЕЕВА, 
Раççей Федерацийĕн миграци службин 
Елчĕк районĕнчи территори пункчĕн ертỹçи.



"Елчĕк Ен"
29 ноября 2014
13:54
Поделиться