Хамăрăн сыхланмалла
Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ тата ООН Генеральнăй Ассамблейи йышăннипе кашни çулах раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче СПИДа хирĕç кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери куна паллă тăваççĕ.
ВИЧ/СПИД çинчен пĕлсе тăни - çак вирус ан сарăлтăр тенин пĕрремĕш утăмĕ. Кашни çын унпа чирлес мар тата теприне чирлеттерес мар тесе явап тытать. Çавăнпа та кашнийĕн хăйĕн сывлăхне упрасси хăйĕнчен çеç килнине самантлăха та манса каймалла мар.
Пĕтĕм тĕнчипе илсен СПИДпа чирлисен шучĕ - 34 миллион çын. Пирĕн çĕр-шывра 85 пин ытла çын ВИЧ-инфекциллĕ. Чăваш Енре те çак хăрушă чир ертнĕ çынсен йышĕ çулран-çул ỹссе пырать - 1383 çын ВИЧ-инфекципе сиенленнĕ. Пирĕн районта 25 çынна çак диагнозпа шута илнĕ. Чирлекенсен йышĕ пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен ытларах. Вĕсенчен 3-шĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ.
ВИЧ-инфекци чирлĕ çынран сыввине виçĕ мелпе - ар çыхăнăвĕ урлă, юн урлă тата ВИЧ-инфекциллĕ хĕрарăмран чирлĕ ача çуралсан - ернине пурин те лайăх пĕлмелле.
Çак хăрушă чиртен сыхланасси хамăртан кăна килет. Чунпа таса пулни, ăнсăртран, пĕлмен çынпа ар çыхăнăвне кĕменни чылай чухне СПИДран сыхласа хăварать.
Н.МУЛЯКОВА,
инфекционист врач.