Яланах хатĕр пулмалла
Тунти кун район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Л.Левый районти предприятисемпе организацисен, райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе анлă канашлу ирттернĕ.
Пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи тĕп патшалăх инспекторĕ А.Сайкин юлашки вăхăтра вут-çулăм ытларах алхасма пуçлани çинчен чарăнса тăнă. Кăçал çеç 16 пушар тухнă, вĕсенче 1,7 млн тенкĕлĕх пурлăх пĕтнĕ. Инкексен тĕп сăлтавĕсем тĕрлĕрен: кивĕ электропралуксемпе, юсавсăр электрооборудованипе, кăмакасемпе усă курни (7-шер тĕслĕх), ачасем вут-кăварпа алхасни (2 тĕслĕх). Тĕрлĕ профилактика мероприятийĕсем иртеççĕ. Районта çулталăк пуçланнăранпа пурăнмалли 3282 çурта пушар хăрушлăхĕ енĕпе тĕрĕсленĕ, çав шутран нумай ачаллă çемье пурăнакан 541 çурта. Çапах та хăрушлăх пысăк. Л.Левый профилактика ĕçĕсене пурнăçланисĕр пуçне ял тăрăхĕсенче инкексене сирсе яма яланах хатĕр тăмаллине палăртрĕ.
Хĕллехи тапхăр пуçланнă май, автомобиль çулĕсене юртан тасатсах тăмалла. Çак ĕçе пурнăçлама мĕнле хатĕрленни çинчен "Яльчикское" ДПМК" ООО директорĕ В.Сядуков тата "Чувашавтодор" АУОн Канашри территори производство управленийĕн Патăрьелĕнчи участокĕн мастерĕ С.Шашков чарăнса тăчĕç. Вĕсем палăртнă тăрăх, кирлĕ реагентсем çителĕклĕ. Çил-тăман тухсан ятарлă техника та çула тасатма тухма хатĕр.
Аслă Пăла Тимеш тата Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем В.Рыбкинпа В.Петров администрацин ĕç-хĕлĕ çинчен отчетсем туса пачĕç. Вĕсем нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтерес, çĕр пайĕсене регистрацилес, налуксене пуçтарас, пушар хăрушсăрлăхĕ, пурăнмалли çурт-йĕр хăпартас тата ытти ыйтусем çинче чарăнса тăчĕç.
Район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пайĕн ертỹçи А.Александрова районта хаçат-журнал çырăнтарасси мĕнле пыни çинчен чарăнса тăчĕ. Районти "Елчĕк ен" хаçата 3 майпа çырăнса илме май пур: почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсенче (çырăнтару хакĕ 349,2 тенкĕ), "Чăваш пичечĕ" АУО киоскĕнче (165 тенкĕ), редакцине килсе илме (165 тенкĕ). "Вăл кашни килте, организацире, предприятире пулмалла", - палăртрĕ А.Александрова. Çавăн пекех "Хыпар", "Советская Чувашия" тата ытти хаçатсемпе журналсене те çырăнмалла.
Канашлура районшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусене те тишкернĕ. Акă, çак эрнере Амăшĕн кунне паллă тăваççĕ.
Чỹк уйăхĕн 29-мĕшĕнче "Улăп" физкультурăпа сывату комплексĕнче Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен спартакиади иртет. Унта хутшăнакансем дартспа, шывра ишессипе, волейбол вăййине выляссипе хăйсен пултарулăхне тĕрĕслеççĕ. Çавăнпа Л.Левый вĕсене ăнăçлă йĕркелесе ирттерсе ямаллине палăртрĕ.