Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Олимпиадăра палăрнă

И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ республикăри пĕтĕмĕшле тата професси вĕренỹ организацийĕсенче вĕренекенсем валли олимпиада йĕркеленĕ.

Чи пултаруллисене тупассипе йĕркеленĕ олимпиадăна. Унта хутшăнакансем хăйсен пултарулăхĕпе, ăсталăхĕпе, ăслăлăхĕпе палăрмалла.

Олимпиада уйрăм предметсемпе иртет. Биологи тата хими предмечĕсемпе олимпиадăн 1 тапхăрĕ шкулсенче пулнă. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе Елчĕкри вăтам шкулти Д.Мурзин иккĕмĕш тура хутшăннă, начар мар результат кăтартнă.



"Елчĕк Ен"
26 ноября 2014
10:12
Поделиться