Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вĕрентекен ырă тĕслĕх кăтарттăр

Вĕрентекен ырă тĕслĕх кăтарттăр

Чỹк уйăхĕн 19-мĕшĕнче районта иртнĕ Пĕрлехи информаци кунне Чăваш Республикин вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова хутшăнчĕ. Пирĕн корреспондент министрăн пĕрремĕш çумĕпе тĕл пулнă май тĕрлĕ ыйтусем çине хурав илчĕ.

- Светлана Владимировна, федерацин 2012 çулхи раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнчи 273 номерлĕ Раççей Федерацийĕнчи "Вĕренỹ çинчен" калакан саккунĕпе килĕшỹллĕн (вăл 2013 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕчĕ) вĕренỹ ĕçĕнче чылай улшăну пур. Çакăн çинче кĕскен те пулин чарăнса тăрсамăр.

- Чăн та, "Вĕренỹ çинчен" саккун çĕр-шывра та, республикăра та çĕнелчĕ. Пĕлỹ паракан учрежденисем хăйсен ĕçне федерацин патшалăх вĕрентỹ стандарчĕсене пăхăнса йĕркелеççĕ. Тĕп улшăну - шкулсем малашне автономлă учрежденисем пулса тăрĕç, çавна май вĕренỹпе çыхăннă терминологи те улшăнса пырать. Çакна та палăртар, ялти шкула хупас ыйту сиксе тухсан ку енĕпе ĕçлекен ятарлă комиссин тата ял халăхĕн пухăвĕн сĕнĕвĕ тĕп вырăнта пуласси пирки тĕплĕн палăртса хăварнă саккунра.

Тепĕр пысăк улшăнусенчен пĕри - педагогсен шалăвне республика экономикин вăтам ĕç укçипе шайлашуллăн ỹстерсе пырасси (кăçалхи 10 уйăхпа илсен, Елчĕк районĕнчи вĕрентекенсен пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи - 21 пин те 479 тенкĕпе, республикăра 21 пин те 300 тенкĕпе танлашать).

Федерацин асăннă саккунĕпе килĕшỹллĕн, шкул умĕнхи вĕренỹ малашне хăй хальлĕн аталанĕ - вăл та федерацин патшалăх стандарчĕсемпе килĕшỹллĕн йĕркеленет. Ача сачĕсенче тăрăшакансене маларах вырăнти бюджетран тỹленĕ пулсан, саккунпа килĕшỹллĕн кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вĕсене республика бюджетĕнчен тỹлесе пыратпăр. Республикăна ертсе пыракансем воспитательсен ĕç укçине ỹстерес тесе нумай вăй хураççĕ. Малтанхи çулсемпе танлаштарсан 2014 çулта воспитательсен ĕç укçи 2 хут ытларах ỹсрĕ. Сăмах май, Елчĕк районĕнчи воспитательсен кăçалхи 10 уйăхри вăтам ĕç укçи 18660 тенкĕпе танлашнă.

Республикăра та, Елчĕк районĕнче те шкул çулне çитмен ачасене ача сачĕсемпе тивĕçтерес ĕç хĕрỹ пырать. Юлашки çулсенче республикăра 20 пине яхăн çĕнĕ вырăн уçăлчĕ. Сăмахран, Елчĕк районĕнче те 2013 çулта "Шевле" çĕнĕ ача сачĕ хута кайрĕ, районта виçĕ çултан иртнĕ ачасене пурне те вырăнпа тивĕçтернĕ.

Çĕнĕ саккунпа килĕшỹллĕн, республикăри техникумсем вĕренме кĕрекенсене конкурссăр йышăнма тивĕç. Вĕсенче пĕлỹ илес текенсем йышланса пынине кура хушма вĕренỹ вырăнĕсем уçасси тĕп вырăнта тăрать.

Сăмах май, паянхи кун республикăра рабочи профессийĕсем çитмеççĕ, çакă ĕç рынокĕнче тĕрлĕ йывăрлăх кăларса тăратать. Шкул хыççăн яш-кĕрĕмĕн ытларах пайĕ аслă пĕлỹ илме талпăнни, вĕренсе тухсан вара хăйсен специальноçĕпе ĕç тупаймасăр хăшкăлни вăрттăнлăх мар. Çавăнпа та çамрăксене 9-мĕш е 11-мĕш класс хыççăн чи малтанах техникумсенче вĕренсе пĕлỹ илме сĕнесшĕн. Аслă пĕлĕве ăна ĕçе вырнаçсан кайран куçăмсăр майпа та илме пулать.

- Юлашки вăхăтра тăлăх ачасем çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрни сисĕнет...

- Тăлăхсен тата ашшĕ-амăшĕн хỹттисĕр тăрса юлнă ачасен шутне чакарасси çивĕч ыйтусен шутĕнче. Паянхи кун республикăра çакăн евĕр 3,4 пин ытла ача шутра тăрать. Кăçал кăна республикăра 302 ача ашшĕ-амăшĕн хỹттисĕр тăрса юлчĕç. Елчĕк районĕнче кăçал пĕр ача та çемьесĕр тăрса юлман. Маттур Елчĕксем, çемьесем çирĕп кунта, ашшĕ-амăшĕ ачисене тивĕçлĕ воспитани парас тĕллеве пуринчен те мала хурать. Хăш-пĕр ачасем ашшĕ-амăшĕ пур çĕртех тăлăх ỹсеççĕ. Тĕп сăлтавĕ вара аслисем эрех-сăрапа иртĕннĕрен, тĕпренчĕкĕсене тивĕçлĕ пăхманран ашшĕ-амăшĕн прависĕр, е тĕрлĕ преступлени туса ирĕк прависĕр тăрса юлнинче.

Патшалăх политикин тĕллевĕсенчен пĕри - ăнăçсăр çемьесене вăхăтра тупса палăртса вĕсемпе тивĕçлĕ профилактика ĕçĕсем пурнăçласси тата аслисене тỹрĕ çул çине тăма пулăшасси. Ĕçе суда çитерсен, паллах, кая юлать. Вĕренỹ, влаç органĕсемпе опекăпа попечительлĕх тытăмĕсем, социаллă службăсем, общество организацийĕсем ку енĕпе ĕçе вăйлатни асăрхаттару ĕçне тивĕçлĕ шайра пурнăçлама май парĕччĕ.

- Ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем ачасен прависене уяман тĕслĕхсем час-часах тĕл пулаççĕ-и?

- Ачан правине никамăн та, çав шутра ашшĕ-амăшĕпе вĕрентекенĕн те, пăсма ирĕк çук. Телеканалсенчи хыпарсемпе паллашнă май час-часах çакăн евĕр пулăм асăрхатăн - Раççейрен ют çĕр-шыва пурăнма куçнă ашшĕ-амăшĕ ачисене воспитани парас ĕçре аллисене ирĕке янăшăн е киревсĕр сăмахсемпе усă курнăшăн час-часах суд тенкелĕ çине ларать. Кунта чи малтан наци менталитечĕ палăрать пулĕ.

Шел пулин те, ачасемпе кăнттам тытнă тĕслĕхсем шкулсенче те час-часах тĕл пулаççĕ. Юлашки вăхăтра ашшĕ-амăшĕнчен учитель хăйне тытма пĕлменрен тата ачасене киревсĕр сăмахсемпе вăрçнăран чылай çăхав пулнине пытарма кирлĕ мар. Витĕмлĕ тĕслĕх - кỹршĕллĕ Комсомольски районĕнче пулса иртнĕ пулăм. Кĕçĕн классен учителĕ урокра шавласа ларнăшăн ачан çăварне çилĕмлĕ лентăпа (скотч) çыпăçтарнă, "иккĕ" палла журнал çине анчах мар, ача çамки çине те çырса хума "ăс çитернĕ". Ачасемпе çакăн пек хăтланнă вĕрентекенĕн ĕçне нимĕнле сăмахпа та тỹрре кăлараймăн.

Çавăнпа та манăн педагогсене хамăр суйласа илнĕ ĕçе тивĕçлипе пурнăçлама чĕнсе калас килет. Кашни учителĕн професси этикин кодексне çирĕп пăхăнмалла, должность тивĕçĕсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçламалла.

Асăннă тĕслĕх пур вĕрентекеншĕн те урок пултăр. Вăл чĕлхе, калаçу культурин нормисене кашни самантрах пăхăннисĕр пуçне вĕренекенсен ирĕкĕпе правине хỹтĕлеме пултартăр, теприне хисеплетĕр, ырă сунтăр, кирек хăш лару-тăрура та хăйне тĕрĕс тытма пĕлтĕр, ачасемпе е ашшĕ-амăшĕпе, пĕрле ĕçлекенсемпе е ытти çынпа конфликтлă лару-тăрăва кĕресрен асăрхантăр.

- Калаçушăн тавах.

Елена ПЕТРОВА.



"Елчĕк Ен"
22 ноября 2014
08:54
Поделиться