Пепке ача садĕнче аталанать
Вунă çул каялла та çамрăк мăшăрсене пепкисене ача садне вырнаçтарас ыйту канăç памастчĕ. Районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденисем çумĕнче пĕччĕккисен ушкăнĕсем, иртнĕ çул район центрĕнче çĕнĕ ача сачĕ уçăлсан лару-тăру ырă енне улшăнни тỹрех палăрчĕ. Халĕ районта 3 çултан пуçласа 7 çулти пепкесене пĕтĕмпех ача сачĕсенче вырăнсемпе тивĕçтернĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕнчен - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçинчен Леонард Левыйран районти шкулчченхи вĕренỹ тытăмĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллаштарма ыйтрăмăр.
- Пепке пурнăçри пĕрремĕш утăмсем тума ача садĕнче хăнăхать. Кунтах унăн ăс-тăнĕ, тавра курăмĕ аталанать, кăмăл-сипет туйăмĕ йĕркеленет. Леонард Васильевич, районти шкулчченхи ушкăнсене ачасем йышлăн çỹреççĕ-и?
- Районта шкулчченхи пĕлỹ паракан 4 учрежденипе 14 шкулти пĕчĕккисен 38 ушкăнĕнче (çулталăк çурăран пуçласа 7 çулчченхи) 788 шăпăрлан хăтлăх тупнă. 67 воспитательпе музыкант пурнăç калчисене вĕренỹ тĕнчипе тĕрлĕ енчен паллашма пулăшаççĕ. Чăннипех те, пепкен пурнăç çулĕ ача садĕнчен пуçланать. Кунта ăна пур енлĕн аталанма мĕн пур майсем çителĕклĕ. Унччен ашшĕ-амăшĕ ачи-пăчине килте ваттисемпе хăварнă пулсан, халĕ аслашшĕ-кукамăшĕ пуррисем те ывăл-хĕрне садике ярасшăн. Кун пек туни питĕ тĕрĕс. "Урам ачине" садике çỹрекеннипе ниепле те танлаштараймăн. Ку вăл пĕрремĕш хут шкула ура ярса пусакан ачасенчен пит лайăх курăнать. Çавăнпа та пепке ача садĕнче лайăх аталантăр, воспитани илсе çитĕнтĕр.
- Ача сачĕсене ярас текенсем тата та пур-и?
- Паянхи куна районта 89 ашшĕ-амăшĕ пепкине ача садне ярас тесе черетре тăрать. Вăл шутран çулталăк тултарайманнисем - 57, çулталăкран пуçласа виçĕ çула çитнисем - 32-н. Ачисем пĕчĕкрех пулнă пирки çеç ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсене халех шкулчченхи учреждение ярасшăн мар. Паян ярас текенсем валли вара Елчĕкри "Солнышко", "Шевле", Çĕнĕ Пăвари "Илемпи" ача сачĕсенче пушă вырăнсем пур.
- Ача-пăча садĕнчи тỹлев пирки чарăнса тăратăрах пулĕ?
- Федерацин, Чăваш Республикин "Вĕрентỹ çинчен" саккунĕсемпе, район администрацийĕн йышăнăвĕсемпе килĕшỹллĕн ачасене асăрхаса тата пăхса тăнăшăн ашшĕ-амăшне куллен 60 тенкĕ взнос тỹлеттерме палăртнă. Сусăр тата тăлăх ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕн взносне пухмаççĕ. Çавăн пекех патшалăх садике çỹрекен пĕр ачашăн 20 процентне, икĕ ачашăн - 50, виçĕ ачашăн 70 процентне ашшĕ-амăшне каялла тавăрса парать.
- Леонард Васильевич, шкулчченхи пĕлỹ паракан учрежденисене кадрсемпе тивĕçтересси еплерех?
- Кашни ача садĕнче тата шкулсен çумĕнчи ушкăнсенче ятарлă пĕлỹ илнĕ воспитательсем ĕçлеççĕ. Вĕсем çулсерен тĕрлĕ курссенче пĕлĕве анлăлатаççĕ, хальхи пурнăç ыйтакан çĕнĕ майсемпе меслетсене ĕçе кĕртсе пыраççĕ. Пытарма кирлĕ мар, паян аслă пĕлỹ илнĕ воспитательсемех килмеççĕ пирĕн пата. Ку вăл ваканси çукран та килет-тĕр. Ĕмĕрне пĕчĕккисене пĕлỹ, воспитани паракан педагог хисепе тивĕçлĕ. Вĕсем пирки ашшĕ-амăшĕнчен ỹпкев сăмахĕсем илтмен. Ачана чун-чĕре ăшшипе юратмасан, ун патне чĕре выртмасан пĕр кун та ĕçре тытăнса тăраймасть воспитатель профессине илнĕ çын. Çамрăксем - "Чебурашкăри" М.Львова, О.Мудрецова, "Шевлери" А.Кочеткова кĕске вăхăтрах ашшĕ-амăшĕн ырă сăмахне тивĕçни савăнтарать.
- Воспитательсем Раççей, республика, район шайĕнчи конкурссенчен те пăрăнмаççĕ...
- Çакă савăнтарать те. "Солнышко", "Чебурашка", "Илемпи" ача сачĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 200-шер пин тенкĕлĕх грантне çĕнсе илнĕ. Курнавăшри С.Лапина, Е.Аверьянова, Çĕнĕ Пăвари О.Круглова воспитательсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне тивĕçни те хăйне евĕр пысăк çитĕнỹ. Унсăр пуçне Раççей шайĕнчи конкурссене активлă хутшăнса илнĕ дипломсемпе грамотăсем кашни учрежденинех йышлă.
- Ĕçне кура тỹлевĕ, теççĕ. Воспитательсен ĕç укçи тивĕçлĕ шайра-и?
- Шкулчченхи вĕренỹ учрежденийĕсенчи педагогика ĕçченĕсен шалăвĕ пĕчĕк тесе калаймăн. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн вĕсен ĕç укçине ỹстернĕ. Паян районти воспитательсем вăтамран уйăхра 18660 тенкĕ илеççĕ.
- Леонард Васильевич, шкулчченхи вĕренỹ тытăмĕнчи ĕмĕт-тĕллевсем пĕрре те лăпланса ларма памаççĕ пулĕ?
- Çук, паллах. 2018 çулччен районти шкулчченхи вĕренỹ учрежденийĕсене патшалăх стандарчĕ ыйтакан шая çитермелле. Унччен вара кашни ача садне çĕнетмелле, вĕсене çĕнĕ йышши технологисемпе тивĕçтермелле... Малашне районта "çĕнĕ кайăксем" ытларах та ытларах вĕçсе килччĕр, вĕсене ача садне вырнаçтарас ыйту пачах ан пултăр. Ача сачĕсем инçетрен çуталса ларччăр. Самана таппипе тан утса пырса çулран-çул малалла аталанар.
В.КИРИЛЛОВА калаçнă.