Пĕлтерĕр
Чỹк уйăхĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа раштав уйăхĕн 17-мĕшĕччен республикăра наркотик хатĕрĕсене хирĕçле уйăхлăх пырать.
Наркотик хатĕрĕсен саккунсăр çаврăнăшне хирĕç кĕрешессипе çыхăннă саккунсене пăсакансене çирĕп айăплав кĕтет. РФ Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексăн 6.9 статйипе килĕшỹллĕн, врач хушмасăр наркотик хатĕрĕсемпе тата психотроплă хутăшсемпе усă курнăшăн гражданина 4 пинрен пуçласа 5 пин тенкĕ таран штраф тỹлеме тивет, е ăна 15 талăка административлă майпа арестлеççĕ.
РФ Уголовнăй кодексăн 228, 229 статйисемпе килĕшỹллĕн, наркотик хатĕрĕсен саккунсăр çаврăнăшĕпе (сутни, упрани тата ытти те) çыхăннă преступленисемшĕн 20 çул таран, наркотик пур ỹсен-тăрансене ỹстернĕшĕн 8 çул таран ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ (231 статья).
Асăннă кодексăн 232 статйипе килĕшỹллĕн, наркопритон йĕркелекене тата тытса тăракана 7 çул таран ирĕк прависĕр хăвараççĕ.
Енчен те асăннă е ытти саккунсене пăснă тĕслĕхсем пулсан çынсене 2-54-53, 2-50-02 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр. Ятсене вăрттăнлăхра упрăпăр.
П.КОКОРЕВ,
прокурор çумĕ.