Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Электрон мелĕпе

Раççей Федерацийĕн миграци службин Чăваш Республикинчи управленийĕ республикăра пурăнакансене Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕпе усă курса электрон мелĕпе тĕрлĕ пулăшу парассине 2010 çулхи ака уйăхĕнче ĕçе кĕртнĕ.

Электрон мелĕпе патшалăх пулăшăвне илес тесен "Патшалăх пулăшăвĕсем" (www.gosuslugi.ru) пĕрлехи порталта регистрациленмелле, анкета çырмалла тата хатĕр документа алла илме миграци службин территори пунктне пымалла.

Пулăшупа усă курас текенсен çак документсем пулмалла:

- пурăннă вырăнта регистрациленесси çинчен тата пропискăран тухма ыйтса çырни;

- паспорт, е çын кам пулнине ĕнентерекен урăх документ;

- çуртра е пỹлĕмре пурăнма ирĕк паракан документ;

- килнин е кайнин статистика хучĕ;

- харпăрлăхçăн (е тара тытаканăн) е вĕсемпе пĕрле пурăнакансен килĕшĕвĕ - электрон мелĕпе алă пусмалли йĕркесемпе килĕшỹллĕн алă пусни.

Документсемпе тата заявлени тĕслĕхĕсемпе Раççей миграци службин, Чăваш Енри управленийĕн тата патшалăх пулăшăвĕсен сайчĕсенче тĕплĕн паллашма пулать.

Кирлĕ документсем пурте пулмасан, çын хăй çинчен туллин пĕлтермесен, ыйтса çырнин интерактивлă формине тĕрĕс мар çырса тултарсан, çын ыйтса çырнине хăй пурăнман вырăнти органа ярса парсан заявление йышăнмаççĕ тата пăхса тухмаççĕ.

Енчен те çын виçĕ кун хушшинче регистраци учечĕн органне кирлĕ документсемпе пымасассăн унăн ыйтăвĕпе ĕçлеме пăрахаççĕ, çакăн çинчен Пĕрлехи портал урлă пĕлтереççĕ.

Т.КАЗЕЕВА, 
РФ миграци службин Чăваш Республикинчи управленийĕн 
Патăрьелĕнчи территори подразделенийĕн Елчĕкри уйрăмĕн начальникĕ.



"Елчĕк Ен"
22 ноября 2014
08:41
Поделиться