Юрласан чун савăнать
Аслă Таяпари информаципе культура центрне кăçал палăрмаллах çĕнĕ сăн кĕчĕ. Культура çулталăкĕнче республика тата район бюджечĕсенчен 1966 çулта туса лартнă çурт тăррин çи виттине улăштарма 571 пин тенкĕ уйăрнă. Нарăс уйăхĕнче кăна центра ертсе пыма пуçланă Любовь Горшкова патшалăх пулăшăвĕшĕн хĕпĕртесе çанă тавăрса ĕçе пуçăнчĕ. Конкурсра çĕнтернĕ подрядчиксем хăйсен ĕçне пĕтерсенех культработниксемпе ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсем территорие тирпей-илем кĕртрĕç, кивĕ тимĕр-тăмăра сутса тунă укçа-тенкĕпе çуртăн шалти пỹлĕмĕсене илемлетрĕç, куракансен залĕнчи урайне улăштарчĕç, фойери стенасемпе урайне сăрларĕç, алăксене улăштарчĕç.
Халĕччен культура çурчĕ йĕркеллĕ ăшăнманран котельнăйне йĕркене кĕртес тесе ăшталанчĕ çĕнĕ ертỹçĕ. Ăна ăста алăллă Вячеслав Адюкин пулăшрĕ. Паян пỹлĕмсенче те ăшă, котельнăйĕнче те таса, тирпейлĕ.
- Ертỹçĕрен нумай килет çав. Тĕпрен улшăнчĕ культура керменĕ. Кĕрсе тухма кăмăллă, - теççĕ фольклор ушкăнне çỹрекенсем.
Фойере, коридорта çĕнĕ стендсем йĕркеленĕ. Культработниксен ĕçĕ-хĕлĕпе ятарлă стендсенче тĕплĕ паллашма пулать.
Центрта тăхăр кружок ĕçлет. Ташлама, ал ĕçне тума вĕрентекен кружоксене ача-пăча уйрăмах хавасланса çỹрет. "Шанчăк" фольклор ушкăнне вара хăйсен тăрăхĕнче кăна мар, районта та лайăх пĕлеççĕ. Унта хальлĕхе сакăр çын.
"Шанчăк" ушкăна пуçарса яракансем вара ветеран-учительсем пулнă. Малтанах унта Елена, Софийăпа Георгий, Любовь Питеркинсем, З.Пугачева çỹренĕ. Вĕсене тус-тантăшĕсем ырăпа аса илеççĕ. Паянхи ушкăнра чи ватти - Елена Солодовникова. Ял ачисене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Елена Федоровна. Çичĕ çул çỹрет юрлама. Çитмĕл çултан иртнĕ ватă обществăлла ĕçсенчен те юлмасть, ялти çĕнĕ хыпарсене район хаçатне пĕлтерсе тăма та ỹркенмест. Унăн тантăшĕ - Ольга Васильева та ĕнерхи педагог. Ольга Георгиевна юрлама кăна маçтăр мар, сăвăсем шăрçалама та ăста. Хăй çырса кĕвĕленĕ юрăсемпе те тухать 66 çулхи хĕрарăм сцена çине.
60 çулхи Роза Блиновăна пĕрре те хăй çулне памастăн. Çамрăк сăн-питлĕ яштака хĕрарăм ушкăнпа та, пĕччен те пурнăç юррисем шăрантарать. Нина Ильина, Ольга Гурьянова, Надежда Чернова, Елена Сапожникова чун ыйтнипе тухаççĕ сцена çине.
- Юрласан чун савăнать, - теççĕ чăваш йăли-йĕркине тытса пыракансем.
Чăваш хĕрарăмĕн кĕписемпе хитре тĕрĕллĕ саппунĕсене çакнă çамрăксемпе ватăсем юрланине курса ларма питĕ кăмăллă. "Шанчăк" ушкăнăн репертуарĕнче вырăс юррисем те нумай.
Шуршури Антонина Павлова, Чăваш Тăрăмĕнчи Василий Блинов, художество пултарулăх ертỹçи Леонид Колсанов шанса панă ĕçре пĕр çул кăна мар. Вĕсем ял çыннисен пушă вăхăтне усăллă та хаваслă ирттерес тесе тĕрлĕ конкурссем, уявсем йĕркелеççĕ.
Аслă Таяпари информаципе культура центрĕн коллективĕ районта иртекен мĕн пур конкурссемпе фестивальсене, уявсене хастар хутшăнать. "Çăлтăрсен фиести" конкурсра Диана Адюкова, "Елчĕк ен пики" конкурсра Ильдира Кадырова çĕнтерни ĕçре тата пысăк ỹсĕмсем тума хистет.
Умри тĕллевсем пысăк Аслă Таяпасен. Анчах музыка инструменчĕсем çукки чăрмав кỹрет. Пĕртен-пĕр баяна юсасах тăмалла. Кăçал республикăри конкурса проект тăратнăччĕ-ха вĕсем, анчах çĕнтерỹçĕсен йышне кĕреймерĕç. Çитес çул та ЧР Культура министерствин конкурсне хутшăнма шутлаççĕ, унта çĕнтерессе шанаççĕ. Ыт ахальтен мар фольклор ушкăнне "Шанчăк" ят панă-и вĕсем?
Сăн ỹкерчĕкре: "Шанчăк" ушкăнăн хĕрĕсем - Н.Ильина, О.Васильева, Е.Солодовникова, Р.Блинова.