Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вырăнти продукцие туянатпăр

Вырăнти продукцие туянатпăр

Раççее хирĕç санкцисем йышăннă çĕр-шывсенчен ял хуçалăх продукцийĕсене, апат-çимĕç тата ытти хăш-пĕр таварсене кỹрсе килме чарса лартни пире вырăнта туса кăларнă продукцие хаклама хăнăхтарать.

Апат-çимĕç рынокĕнчи лару-тăру пирки республикăра пурăнакансен шухăш-кăмăлне пĕлес шутпа Чăваш Республикинчи Ял хуçалăх министерстви авăн уйăхĕнче ыйтăм йĕркелени те çакна çирĕплетет. Унта хутшăннă çынсен 81 проценчĕ хамăр республикăра туса кăларнă продукцие суйланине пĕлтернĕ. Чăваш Республикинчи Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ С.Павлов агропромышленность комплексĕн ыйтăвĕсемпе тата апат-çимĕç рынокĕнчи улшăнусене тĕпчесе пĕлессипе ĕçлекен ушкăнăн канашлăвĕнче федерацин суту-илỹ тытăмĕсенчи кулленхи ĕç-хĕле тишкернĕ. Лавккасене вырăнта туса кăларакан апат-çимĕç продукчĕсене кỹрсе килнине тата вĕсене çынсем ытларах та туяннине палăртнă унта. Апла пулин те хальлĕхе федераци компанийĕсен чăрсăрла хăтланăвĕсене те асăрхама пулать, вĕсем камсемпе ĕçлессине хăйсем тĕллĕн палăртаççĕ, тепĕр чухне вырăнти тавар туса кăларакансенчен те ыйтаççĕ. Çак лару-тăрура уçăмлăх кирлĕ.


Хальхи вăхăтри республикăри агропромышленность комплексĕ халăха пахалăхлă çĕр улмипе, сĕтпе, çăмартапа туллин, аш-какайпа тата аш-какай продукчĕсемпе 96 процент таран тивĕçтерме пултарнине палăртнă.


Çакна çирĕплетсех калас тĕллевпе иртнĕ кунсенче Елчĕкри "Санар" тата "Органика" лавккасене çитсе куртăмăр, апат-çимĕç таварĕсен ассортименчĕпе паллашрăмăр тата çынсем хăш тавара ытларах туянма кăмăл тунипе кăсăклантăмăр. Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче туса кăларнă мĕн пур йышши аш-пăша тутанса курас тесен "Санар" лавккана анчах каймалла. Кунти сĕт-çу продукчĕсем те пурте - республикăри тирпейлекен предприятисенче ("Вăрнарти СОМ завод", Шупашкарти "Акконд", "Етĕрне сĕчĕ") туса кăларнисем. "Органика" лавкка та туянакансене вырăнти апат-çимĕç продукцийĕсене сĕнет. Çавна май çăкăр-булка изделийĕсене тата ытти нумай пылак ĕçме-çимене Елчĕксем хапăлласа туянаççĕ. Хамăр продукци тутлăрах, пахалăхĕ енĕпе те лайăхрах пулнине вĕсем пурте аван пĕлеççĕ.

С.АНАТОЛЬЕВА.



"Елчĕк Ен"
15 ноября 2014
13:47
Поделиться