Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тупăш та, тăкаксем те пысăкланнă

Иван Моторин премьер ертсе пынипе Республика Правительствин ларăвĕ иртнĕ.

Ларура хула тăвас ĕçе йĕркелесе пырасси, тỹлевсĕр юридици пулăшăвĕ кỹресси, муниципалитетсен çурт-йĕр тĕрĕслевĕ çинчен калакан саккунсене улшăнусем кĕртессине ырларĕç, финанс министрĕ Светлана Енилина хăй ертсе пыракан министерство ĕçĕ çинчен отчет турĕ.

Светлана Александровна çавăн пекех республикăн 2014 çулхи бюджетне мĕнле пурнăçланипе паллаштарчĕ. Министр палăртнă тăрăх - чỹк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика бюджетне тупăш тĕлĕшпе 30,3 млрд яхăн тенкĕлĕх пурнăçланă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан çак виçе 2,9% пысăкланнă. Çав шутра хамăрăн тупăш та ỹсĕмлĕ - 3,6%. Тăкаксене илес тĕк - вĕсем те 30,3 млрд тенке яхăн. Ку кăтарту пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен чылай пысăкрах - 9% чухлех.

Ыйтусем те пулчĕç. Калăпăр, тупăшсен ỹсĕмĕ мĕнпе сăлтавланнă? Министр хуравне пĕлет: ĕç укçи ỹснĕ май налук тата налук мар тỹлевсем ытларах кĕреççĕ, çийĕнчен тивĕçлĕ органсем предприятисемпе организацисем асăннă тỹлевсене туллин тата вăхăтра хывнине тĕрĕслесех тăнин витĕмĕ те пур.

 


Елчĕк районĕн бюджетĕнче хамăр патăмăрта пухăнакан тупăш калăпăшĕ кăçалхи 9 уйăхра 52253,8 пин тенкĕпе танлашнă, е иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 2,2 процент ỹснĕ.


 



"Елчĕк Ен"
15 ноября 2014
13:54
Поделиться