Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Мăшăр кăвакарчăн пек

Мăшăр кăвакарчăн пек

Патреккелти халăх хорне тĕрлĕ профессиллĕ çынсем çỹреççĕ. Çак йышра Людмилăпа Виталий Марковсем юрланине куракансем лайăх хак параççĕ.

Виталий Петрович Патреккелте çуралса ỹснĕ. Çар служби хыççăн Шупашкарти педагогика институтĕнче ăс пухнă. Çамрăк педагог чи малтанах Аслă Пăла Тимешри вăтам шкулта физкультура учителĕнче ĕçлеме пуçланă. Часах ăна Энтепери вăтам шкула куçарнă. Кашни ачана спортпа туслаштарас, ялта массăллă спорта аталантарас тесе ырми-канми тăрăшнă вăл. Паян та педагогăн тĕп тĕллевĕ - çамрăк ăрăвăн сывлăхĕ. Вĕренекенсене спортпа туслашма учителĕн ырă тĕслĕхĕ хистени куç кĕрет. Виталий Петрович кире пуканĕ йăтассипе икĕ хутчен республика чемпионĕ пулса тăнă. Ял спортсменĕсем хушшинче хоккейла выляса республикăра виçĕ хутчен çĕнтернĕ команда йышĕнче пулнă. Районти Акатуйра ака паттăрĕ те пулнă, 1996 çулта республикăри физкультурниксем хушшинчи конкурсра начар мар кăтартусемпе палăрнă. 2005 çулта опытлă вĕрентекене вĕренỹпе воспитани ĕçĕнчи пысăк çитĕнỹсемшĕн "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" ят парса чысланă. Ачасен юратнă учителĕ кăна мар, шкул директорĕн тилхепине те 12 çул çул шанчăклăн тытса пынă В.Марков. Вăл вĕрентнĕ ачасем физкультурник профессине суйласа илнисем те вуншар.

Виталий тăван ялти халăх хорне çỹреме пуçлани часах 40 çул çитет. Вăл концертра хăй çырнă сăвăсемпе шỹтлĕ такмаксене хут купăспа шăрантарнине пăхса ытараймастăн. Тăван-пĕлĕш, тус-юлташ уяв кĕрекине пуçтарăнсан купăс сасси кĕрлесе кăна тăрать. Музыкăн ятарлă пĕлĕвĕ çук пулсан та Турă панă ăсталăх нумай унра. Вăл кĕвĕленĕ юрăсем, хăй çырнă такмаксем чуна пырса пырса тивеççĕ.

Ĕнер эпир каçпала 
Автан пуснă ятпала 
Килсе çитрĕç йыхравпа 
Ваççа кумпа Микула...

Куракансем шỹтлĕ такмаксене итленĕ май куççулĕпех кулаççĕ. Такмаксене кĕвĕпе кашни сăмах шайлашăвне шута илсе хитрен шăрантарать. Хушăран куплетсен хушшине пĕр çавра ташă кĕвви хушса хурать - кĕвви ура хуçса ташлаттарать. Купăс сасси пур çын кăмăлне те хускатать. Купăс тỹмисене пусмассерен пỹрнисем вĕлтлетеççĕ кăна. Халĕ сцена çине хут купăспа тухакан сахал. Виталий вара май килсенех чун киленĕçне ярса тытать. Вырăнти йăла-йĕркене аталантарас тесе сахал мар тăрăшать. Тăрăшулăхне кура ăна РСФСР Культура министерствипе культура ĕçченĕсен профсоюзĕн тĕп комитечĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

Кушкă хĕрĕ Людмила Фролова Канашри педучилищĕре, каярахпа Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Кĕçĕн классен вĕрентекенĕ кашни пепкепе пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Уроксене тĕрĕс йĕркелесе пыни, ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнура пулни тухăçлă ĕçлеме хавхалантарать ăна. Компьютер технологийĕсемпе анлă усă курса уроксене интереслĕ йĕркелет Людмила Валентиновна. Районти "Чи лайăх класс ертỹçи" конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăннă вăл. Тĕрлĕ проектсем хатĕрлеме те ăста тăрăшуллă педагог. 23 çул хушшинче вуншар ачана пурнăç çулĕ çине тăратни епле сăваплă та пархатарлă ĕç.

Виталипе Людмилăна пĕр çулпа утма хистекенĕ "Пиçет пилеш, пиçет палан" юрă.

- Мана çак юрра Виталий Петрович вĕрентрĕ. Пĕр çемьере пурăнма пуçласан (1992 çул) Патреккелти халăх хорне вăлах илсе кайрĕ, - ăшшăн аса илет иртнине Людмила.

Марковсем "Елчĕк çăлтăрĕсем" конкурсра "Ăшă каç" юрăпа иккĕмĕш вырăн йышăннă. Илемлĕн, çепĕççĕн янăраççĕ Людмилăпа Виталий юрлакан юрăсем. Чăннипех те юрламах çуралнă вĕсем. Савăк юрă-кĕвĕ халăха савăнтаратех. Вĕсенче чун хитрелĕхĕ тапса тăрать. Иккĕшĕ те тỹрĕ, сăпай кăмăллă. Патреккел хорĕнче кăна мар, Энтепесем лартакан концертсене те хаваспах хутшăнаççĕ ỹркенменскерсем.

Музыкăшăн хыпса çунакан пултаруллă педагог-юрăçсем хĕл кунĕсенчи сивве, юрлă-пăрлă çумăр çунине пăхмасăр Энтеперен Патреккелне çити, 20 çухрăма хыçа хăварса, репетицине çỹреççĕ. Спортпа туслă, юрлама юратакан çемьере Сашăпа Сергей ывăлĕсем çирĕп кăмăллă ỹсеççĕ. Вĕсем те юрă тĕнчинчен аякра тăмаççĕ. Районти çемьесен конкурсĕнче кăна мар, республикăри конкурса та пĕрре кăна мар хутшăннă. Юрра-ташша маçтăр мăшăр ял çинче пысăк хисепре.

Нина ЧЕРНОВА.



"Елчĕк Ен"
15 ноября 2014
13:43
Поделиться