Йĕркене пăснă
Елчĕк район прокуратури районти предприяти-организацисенче Ĕçлев саккунĕсене пăхăннине тĕрĕслесех тăрать.
Çак кунсенче прокуратура ĕçченĕсем Çĕнĕ Пăвари В.Н.Иванова уйрăм предпринимателĕн "Марина" лавккинче тĕрĕслев ирттернĕ, Раççей Федерацийĕн Ĕçлев Кодексĕн 56, 67, 68 статйисенче палăртнă йĕркене пăсса сутуçăпа ĕç килĕшĕвĕ хатĕрлеменнине, ăна ĕçе илнине пĕлтерсе хушу кăларманнине тупса палăртнă.
Уйрăм предприниматель тĕлĕшĕпе административлă протокол хатĕрленĕ, ăна пăхса тухма Чăваш Республикин патшалăх ĕç инспекцине ярса панă. Прокуратура çитменлĕхсене пĕтернине тĕрĕслесех тăрать.
А.КУРМАШЕВ,
Елчĕк район прокурорĕн пулăшуçи.