Хуларинчен кая мар
Халăх ĕлĕк йăла пулăшăвĕ илес тесе райцентрти КБОна утатчĕ. Парикмахер та, атă-пушмак çĕлекен те, çĕвĕç те, сехет юсакан та, пурте пурччĕ унта. Йăла пулăшăвĕ паракан комбинат ĕç-хĕлĕ чарăнса ларчĕ. Анчах та ял çыннине çав пулăшусем куллен кирлĕ. Çавна май уйрăм предпринимательсем çав ĕçсене хăйсен вăйĕпе йĕркелесе яма пултарчĕç.
Атă-пушмак юсакан Евгений Михайловпа Леонид Воронов пурне те кирлĕ çынсем. Женьăн ĕç стажĕ пысăк. Тăваттăмĕш çул атă-пушмак юсакан Леонидăн алли çыпăçуллă пулнине район çыннисем лайăх пĕлеççĕ. Унăн мастерскойĕ килĕнче, Николаев урамĕнче, вырнаçнă. Райцентрăн тепĕр вĕçне кайса çỹрес мар тесен "Надежда" киоска кĕрсе тухма пулать. Унта атă-пушмака юсама парса хăваратăн та палăртнă вăхăтра килсе илетĕн.
Вунă çул каялла кăна-ха райцентрта пĕр парикмахерски кăначчĕ. Райпонччĕ вăл. Халĕ вара Елчĕкре сакăр тĕлте çỹç кастарма е парикмахерăн ытти пулăшăвĕсемпе усă курма пулать. Алли çăмăл пулчĕ Оксана Светлова уйрăм предпринимателĕн. Вăл "Венера" салон уçнă хыççăнах "Милена", "Клеопатра", "Дарина" тата ыттисем ỹссе ларчĕç. Нумаях пулмасть, акă, Надежда Карсакова "Арбат" суту-илỹ çурчĕн виççĕмĕш хутĕнче клиентсене йышăнма пуçларĕ. Черет тăрса вăхăта пустуй ирттерместĕн, маларах телефонпа черете çырăнатăн та хăв килĕштерекен мастер патне палăртнă вăхăта каятăн. Венера Мальцева, Альбина Степанова парикмахерсене районта палламан, пĕлмен çын та çук пулĕ. Çамрăксем те ăсталăха кунсерен ỹстерсе пынине куратăн. "Венера" салонра маникюр, макияж тăвакан специалистсем те пур.
- Елчĕкре тата косметолог кирлĕ, - теççĕ прическа тума пынă пикесем кăмăллăн.
Çỹç - хĕрарăм илемĕ тесе ыт ахальтен каламан пулĕ. Çĕнĕ прическăпа таçта мар, "Электроникс" салона çул тытатăн. Кунта кĕске вăхăт хушшинчех документсем валли сăн ỹкерттеретĕн. Галина Никифорова уйрăм предприниматель видеофильмсем те ỹкерет, ыттисем ỹкернисене монтаж туса парать. Компьютерсене те юсаççĕ кунта.
Лавккасем кăмпа пек шăтса тухнăран çĕвĕ цехĕсем кирлине туйсах каймастăн. Паянхи çамрăк хăй заказ парса кĕпе-юбка е шăлавар... сайра-хутра çĕлеттерет. Лавккара темĕнле модăллине те туянма пулать вĕт. Çапах та Галина Леонтьева çĕвĕ цехĕ уçма мехел çитерни савăнтарать. Хĕрарăмсем валли ĕç вырăнĕ тупăнни епле лайăх. Елчĕксем çĕлекен тĕрлĕ ĕç тумтирне таврари хуçалăхсем туянаççĕ. Çавăн пекех ĕлĕкхи КБОн çỹлти хутĕнче вырнаçнă Людмила Александрован, "Кристалл" суту-илỹ çуртĕнчи Татьяна Чернован çĕвĕ цехĕсенчен çын татăлмасть. Кивĕ тумтирсене юсаса çĕнĕ тĕс кĕртеççĕ кунти çĕвĕçсем. Кирек мĕнле заказа та вăхăтра пурнăçлаççĕ. Кил-çурта илем кĕртме юратакансем унивармагăн çỹлти хутĕнчен татăлмаççĕ. Алена Мисякова çĕвĕç турăш умне çакакан илемлĕ карăсем çеç мар, чỹрече, алăк каррисем çĕлеме те ăста.
Район центрĕн пĕр вĕçĕнчен тепĕрне утас тесен самай вăхăт кирлĕ. Пит васканă чухне вара кашни минут хаклă. Çапах шикленме кирлĕ мар, Николай Чернов, Федор Никонов, Александр Чернов, Вячеслав Лепешкин таксистсем районăн кирек хăш кĕтесне те туххăмрах илсе çитерме пултараççĕ.
Елчĕксем районта видео-телеаппаратура, кĕпе çăвакан машинăсене юсакан мастерской çуккишĕн пăшăрханаççĕ. Мал ĕмĕтлĕ çынсем çакна та шута илессе шанас килет.
В.КИРИЛЛОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: В.Мальцева парикмахер.