Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Халăх итлевĕ иртнĕ

Чăваш Республикин "Чăваш Республикин 2015 çулхи, планпа пăхнă 2016 тата 2017 çулсенчи бюджечĕ çинчен" саккунĕн проекчĕ пирки халăх итлевне ирттернĕ.

2015 çулхи бюджет калăпăшĕ кăçалхинчен кăшт пĕчĕкрех пулĕ. Тупăш пайĕн калăпăшĕ 33,4 млрд тенкĕпе (кăçалхи шайăн 91,2%) танлашмалла. Тепĕр икĕ çулĕнче (2016 тата 2017) çак кăтарту 3 тата 4 млрд ытла тенкĕ таран ỹсмелле. Çитес çулхи бюджет тăкакĕсем те пĕчĕкех мар. Малтанлăха палăртнă тăрăх бюджет дефицичĕ 3,4 млрд тенкĕпе е республикăн хăйĕн тупăшĕн 14,9% танлашмалла. "Программăллă тăкаксен" пайĕ пĕтĕмĕшле тăкаксен калăпăшăн 98,8%чухлĕ пулмалла.

Бюджет çапах та хăйĕн социаллă пĕлтерĕшне çухатмасть. Çитес çул вĕрентỹ тытăмне 11,1 млрд тенкĕ хывĕç, сывлăх сыхлавне аталантарма 6,8 млрд тенкĕпе усă курĕç, социаллă политика валли 7,5 млрд тенкĕ куçарĕç. Ытти отрасльпе сферăсене те витĕмлĕ пулăшусăр хăвармĕç.

Проекта Патшалăх Канашĕн бюджет, финанс тата налуксем енĕпе ĕçлекен комитетĕнче те пур енлĕн тишкернĕ.



"Елчĕк Ен"
15 ноября 2014
13:53
Поделиться