Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Яланах йĕркелĕх хуралĕнче

Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕн кунĕ умĕн ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕ кăçалхи 10 уйăхри ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ.

Шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем преступленисен шутне чакарас, граждансен прависемпе интересĕсене хỹтĕлес, обществăлла вырăнсене лăпкăлăхпа тивĕçтерес, пурлăха упрас, терроризмран асăрханас тĕллевпе час-часах профилактика мероприятийĕсем йĕркелеççĕ. Çак тĕллевпех тĕрлĕ тапхăрпа рейдсемпе операцисем иртеççĕ. Ĕç коллективĕсемпе, халăхпа тачăрах çыхăну тытса пĕрлехи профилактика кунĕсем йĕркелесси те йăлана кĕнĕ.

Кăçалхи 10 уйăхра район территорийĕнче 82 преступлени тунине тупса палăртнă (иртнĕ çулхинчен 6,5 процент ỹснĕ). Преступленисене пĕтĕмĕшле уçса парасси 98,7 процентпа танлашнă. Чылай енĕпе кăтартусем самаях лайăхланнă. Чакнисен шутĕнче улталассипе, çул-йĕр правилисене пăсассипе çыхăннă, ушкăнпа, ỹсĕрле, ĕçлеменнисем тунă преступленисем. Çав вăхăтрах обществăлла вырăнта, урамра тунă, хĕнессипе, вăрлассипе тата хваттерсене çаратассипе çыхăннă преступленисем ỹснĕ.

Район территорийĕнче административлă йĕркене пăхăнманшăн 1580 (иртнĕ çулхи 10 уйăхра - 1817) çынна айăпланă. Çул-йĕр правилисене пăснăшăн ГИБДД ĕçченĕсем 1113 (1262) çын тĕлĕшĕпе административлă протоколсем çырнă. Саккунсем çирĕпленсех пыни руль умне ỹсĕрле ларакансен йышне чакарнă. Çул-йĕр инспекторĕсем руль умне алкоголь шĕвекĕ ĕçнĕ хыççăн ларнă 50 водителе тытса чарнă.

Район территорийĕнчи çулсем çинче инкексен шучĕ ỹснĕ. 22 авари вăхăтĕнче (иртнĕ çул - 11) 28 çын аманнă, вилекенсем пулман (пĕлтĕр - 2 çын вилнĕ, 14-шĕ аманнă).

Полици умне лартнă тĕллевсемпе требованисем пысăк. Вĕсене малашне те тивĕçлĕ пурнăçласа пырăпăр.

Районти йĕркелĕхе тивĕçлĕ шайра тытса тăрас тĕллевпе паянхи кун полицин 35 ĕçченĕ тăрăшать. Сотрудниксене тата вĕсен çемйисене, шалти ĕçсен органĕн ветеранĕсене иртнĕ уяв ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх, ĕçре - ăнăçусемпе çитĕнỹсем, çемьере килĕшỹпе татулăх сунатăп.

В.ВОЛКОВ, 
Елчĕк районĕнчи полици пайĕн начальникĕ.



"Елчĕк Ен"
12 ноября 2014
08:01
Поделиться