Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ветерансем яланах стройра

Шалти ĕçсен органĕнче тăрăшакансем чỹк уйăхĕн 10-мĕшĕнче çулсеренех хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ.

Районти йĕрке хуралĕн ветеранĕсем çак кун районти тĕп библиотекăна пуçтарăннă. Чи малтанах вĕсем вулавăш ĕçченĕсем хатĕрленĕ кĕнекесемпе журналсен куравĕпе, уява халалланă мультимедильлĕ презентаципе паллашнă. Унтан сотрудниксем çавра сĕтел хушшине вырнаçса иртнĕ вăхăта аса илсе ĕçпе çыхăннă тĕрлĕ пулăма куç умне кăларса тăратнă.

Халăх лăпкăлăхне сыхлассипе чылай çул тăрăшнă ветерансене тата паянхи кун ырми-канми вăй хуракан ĕçченсене Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Елчĕкри полици пайĕн начальникĕн çумĕ Алексей Петров, тĕрлĕ çулта районти шалти ĕçсен пайне ертсе пынă Валерий Теллинпа Виктор Егоров ăшшăн саламланă, ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçусемпе çитĕнỹсем суннă.

 

 
 


"Елчĕк Ен"
12 ноября 2014
08:09
Поделиться