Турнира хутшăнма йыхравлатпăр
"Елчĕк ен" хаçат редакцийĕн призĕсемшĕн кире пуканĕ йăтакансен XV турнирĕ кăçал чỹк уйăхĕн 20-мĕшĕнче Елчĕкри ДЮСШ çуртĕнче иртет.
Атлетсем икĕ енлĕ, кире пуканне 10 минутра нумайрах йăтас енĕпе ăмăртаççĕ.
Чи малтанах помост çине 2001 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕр ачасемпе арçын ачасем тухаççĕ. Ку енĕпе ăмăрту 9 сехет те 30 минутра пуçланать.
1997 çулта çуралнă тата аслăрах, 1998 çулта çуралнă тата çамрăкрах атлетсем турнира уçнă хыççăн (11 сехетре) хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ.
Командăсен тупăшăвне тĕп шкулсем, вăтам шкулсем, физкультура коллективĕсем хушшинче пĕтĕмлетеççĕ.
Çĕнтерỹçĕ атлетсене "Елчĕк ен" хаçата 2015 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн тỹлевсĕр çырăнтараççĕ. Призерсене грамотăсем парса чыслаççĕ. Анчах 1997 çулта çуралнă тата аслăрах хĕрсемпе арçынсем çитĕннисен иккĕмĕш спорт разрячĕн нормативне, 1998 çулта çуралнă тата çамрăкрах каччăсем виççĕмĕш спорт разрячĕн нормативне тултарнине шута илеççĕ.
Турнира хутшăнакансен хăйсемпе пĕрле паспорт (14 çултан пуçласа) е çурални çинчен свидетельство, медицинăн страховани полисĕ пулмалла.
Тĕплĕнрех 2-55-91 ("Улăп" ФОК), 2-51-81, 2-54-76 телефонсемпе (хаçат редакцийĕ) ыйтса пĕлмелле.
Турнирăн положенипе "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕн сайтĕнче паллашма пулать.