"Хусан чăвашĕсем". Камсем вĕсем?
Чăваш енĕн кăнтăр енче пурăнакансем (калăпăр, Комсомольски, Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă районĕсем) мĕн авалтанах тутарсемпе çывăх пурăннă. Мĕншĕн тесен, ĕлĕкрех ку тăрăхри чылай ял Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ. Çавна май пĕр уесрах, вулăсрах е уйрăм ялтах тутарпа чăваш кỹршĕ-аршăллă, лайăх хутшăнура пулни никамшăн та çĕнĕлĕх мар. Ун чухне те, халĕ те эпир хутăш çемьесем - тутарпа чăваш мăшăрсем килĕштерсе пурăннине те куратпăр. Çавна май чăвашсем, уйрăмах анатрисем "Хусан чăвашĕсем" юрăпа ташă ансамблĕ çуралсанах коллектива хăйсем патне йыхравлама васкарĕç. Тỹрех калас пулсан, вĕсен пĕрремĕш концерчĕсемех (виçĕм çул вĕçĕнче гастроле килнĕччĕ) çĕр-çĕр çынна - çамрăккине те, ваттине те - тыткăнларĕç. "Татах килĕр. Пире вăрах ан кĕттерĕр" - тесе тав туса ăсатрĕç чылайăшĕ ун чухне. Вĕсем юрланă чухне культура керменĕсем тăп тулли пулни паян та асрах.
- Хальхинче чăваш тусăмăрсем патне пачах çĕнĕ программăпа каятпăр, - тесе пĕлтерчĕ ансамбль ертỹçи Алексей Наумов. - Вăл Чăваш Енри коллективсен е уйрăм юрăçсен концерчĕсенчен содержани енĕпе те, кĕвви-тытăмĕ, янравĕ енĕпе те хăй евĕрлĕхпе уйрăлса тăрать. Кунта юлашки тапхăрта артистсен, музыкçăсен ăсталăхĕ çĕнелсе, лайăхланса çĕнĕ шая çĕкленнине палăртас килет.
- Çапах та, эсир мĕншĕн хăвăр ушкăна "Хусан чăвашĕсем" тесе ят панă?
- Чи малтанах, хамăр чăннипех Хусантан иккенне палăртас терĕмĕр. Тепĕр енчен, Хусан Атăл тăрăхĕнчи чăвашсемшĕн яланах пĕлтерĕшлĕ пулнине шута илтĕмĕр. Çак хулара ĕлĕк касси-кассипе (халĕ урамсем тетпĕр ĕнтĕ) чăвашсем пурăннă, унтах Н.В.Никольский 1906 çулта чăвашсен "Хыпар" хаçатне никĕсленĕ. Хулара ĕлĕкренех чăвашсем нумаййăн пулнине шута илтĕмĕр. Çавна май "Хусан чăвашĕсем" Шупашкарта "Шупашкар тутарĕсем" тенĕ пекех илтĕнет. Çапла майпа эпир хамăр пурри, чĕрри тата чăвашлăха манманни çинчен çирĕппĕн пĕлтерес терĕмĕр.
- Анчах чылайăшĕ эсир чăваш эстрадинче сайрарах курăнни пирки пăшăрханнине систерет...
- Ку пирĕн юрăçсем, Марсо гитариста шутламасан, харкам хăй çăкăрне ытти çĕрте ĕçлесе илнипе çыхăннă. Çапах та пурте чун туртнипе тата кашнинчех хăйне майлă вăйлă сасă, талант тапса тăнăран халăха хăйсен пултарулăхне кăтартма туртăнать. Эпир - ỹнере чунтан юратакан, пурте ятарлă музыкăпа культура пĕлĕвĕ илнĕ специалистсем... Анчах пире хăна-вĕрле пухнă çĕрте е ытти корпоративсенче тĕл пулаймастăр эсир. Çав вăхăтрах халăх çинче хамăра кăтартас, Хусанпа Тутарстан культурипе, йăли-йĕркипе, юрри-ташшипе паллаштарас туйăм пысăк пирĕн. Çавна май пирĕншĕн фонограмма, ваттисем каларăшле "ултав концерчĕ" - пачах ют. Эпир сцена çине чăн юрăпа, харкам хăй сассипе, чăн инструментсем хамăр алăра, куракан куçĕ умĕнче янăранипе тухатпăр. Куракан чи малтанах çакна хакланине пĕлнĕрен. Çавна май ỹнере, культурăна чунпа юратакансем пирĕн концертсене пынă чух билетшăн хаклашса тăмаççĕ. Хамăр та çакăнпа килĕшетпĕр. Эпир ытти çĕрте ĕçленĕрен, гастроле "укçа çапма" мар, итлекен-куракана чăн-чăн киленĕç, кану тупма пулăшас, савăнтарас туйăмпа тухатпăр.
- Мĕнле çĕнĕлĕхсем тĕп вырăнта çĕнĕ программăра?
- Паянхи çамрăксем хушшинчи хутшăнусем, чăн юратупа хуравсăр ыйту-туйăмсем, иртнипе пуласси. Петĕр Хусанкай е Валентин Урташ çырнă е вĕсен тăрăхĕнче сыхланса юлнă кĕвĕ-юрăсем... Шупашкар çывăхĕнче пурăнакан Валерий Раштавăн пысăк туйăмлă, тарăн шухăшлă, хăйне евĕрлĕ сăввисене тĕпе хурса хывнă тунсăхпа юрату çинчен çырнисем, пирĕн шутпа, питех те лайăх. Хамăрла, хамăрла кăна янăраканнисем те чылай. Паллах, вĕсене эсир, куракансем, тĕрĕсрех хак паратăр.
- Тен, "Хусан чăвашĕсем" пурне те килĕшмеççĕ те пулĕ?
- Ара, кашни çыннăн хăйĕн юратнă юрри, артисчĕ, кĕвви вĕт. Пире итлекен-куракан вара - пурнăçа ăнланакан, шухăшлама, ыттисен талантне хисеплеме пĕлекен ăслă çын. Вĕсен хушшинче хыçалти ретре ларса, итлем пек тăвакан, уçнă савăтран сăра е ытти шĕвек ĕçсе чунне кантаракан çук. Пирĕн туссем - чăвашсемпе Чăвашлăх шăпипе кăсăкланакансем тата пурнăç малашлăхĕ пирки ĕненсе, артистсен ăсталăхне чунпа хакласа, кăмăлтан алă çупакансем.
Апла пулсан чỹк уйăхĕн 18-мĕшĕнче Елчĕкри информаципе культура центрне пĕрлехи уçă тĕл пулăва, хамăр концерта йыхравлатпăр, кĕтетпĕр сире.
Анатолий ТИМОФЕЕВ калаçнă.