Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Дача амнистийĕ" васкатать

Раççей Патшалăх Думи 2006 çулхи çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче "Граждансене куçман пурлăхăн уйрăм объектне ансатлатнă йĕркепе харпăрлăха парас ыйтупа Раççей Федерацийĕн хăш-пĕр саккун актне улшăнусем кĕртесси çинчен" саккун йышăннă. Халăхра ăна "дача амнистийĕ çинчен" саккун теççĕ.

"Дача амнистийĕ çинчен" саккун вăя кĕнĕренпе пурăнмалли çурт-йĕре харпăрлăха куçарассинчи ыйтусене татса парасси чылай ансатрах мелпе пулса иртет. Çавна май хальхи вăхăтра çынсем уйрăм çурт-йĕре çĕр лаптăкĕсене харпăрлăха куçарнă чухне правасене патшалăх енчен регистрацилекен органсене пурăнмалли уйрăм çуртăн кадастр паспортне тата çурт çумĕнчи çĕр лаптăкĕ тĕлĕшĕпе правăна çирĕплетекен документа тăратни те çителĕклĕ. Пурăнмалли çурт-йĕре çăмăллатнă йĕркепе регистраци тунă чухне тỹлемелли патшалăх пошлинин виçи те пысăк мар - 200 тенкĕ анчах.

"Дача амнистийĕ" вĕçлениччен вара вăхăт нумай та юлмарĕ. Çапла майпа 2015 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен пурăнмалли çурт-йĕре çăмăллатнă йĕркепе регистраци туса юлма ĕлкĕрмелле. Енчен те çурта пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн анчах регистрацилетĕр пулсан сирĕн малтан каланă икĕ документсăр пуçне çурт тума ирĕк илни çинчен хут çыртармалла, йышăну комиссийĕ çурта хута яма йышăннин актне тăратмалла. Паллах, патшалăх пошлинин виçи те пысăкрах пулĕ.

Пурăнмалли çуртсен хуçисене тепĕр хутчен хистесех калатпăр, хăвăр правасене çирĕплетессине юлашки кунсене ан хăварăр, "дача амнистийĕпе" усă курса çуртсен тулли праваллă хуçисем пулса тăрăр. Регистраци ĕçĕсене Росреестрăн районти уйрăмĕнче 10 кун, нумай функциллĕ центрта 5 кун хушшинчи тапхăрта пурнăçлаççĕ.

М.ПАВЛОВА, 
район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ.



"Елчĕк Ен"
12 ноября 2014
08:08
Поделиться