Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кĕлĕ ирттернĕ

Çар тивĕçне чыслăн пурнăçласси - кашни арçыннăн тĕп тивĕçĕ. Аслă Елчĕк ялĕнчен çар ретне кĕрхи призыв тапхăрĕнче 5 çамрăк тăрĕ.

Çак кунсенче ялти чиркỹ настоятелĕ Максим Петров призывниксене халалласа кĕлĕ ирттернĕ. Вăл çамрăксене салтак ятне çỹлте тытма, тивĕçе кирлĕ пек пурнăçласа каялла ырă-сывă çаврăнса килме пилленĕ, турăшсем парнеленĕ.



"Елчĕк Ен"
12 ноября 2014
08:07
Поделиться