Ачасене киревсĕрлĕхрен упрар
Чăваш Енре кăçал "Спайс" йышши хутăшсен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă йĕркене пăснăшăн çул çитмен 21 çамрăка уголовнăй майпа явап тыттарнă. Çав шутран 16-шĕ - Шупашкар çамрăкĕсем.
Республика прокуратури хыпарланă тăрăх, авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Енре паллă мар хутăшпа усă курнă хыççăн 2 çын вилнĕ, 100 ытла çын аптăранă (çав шутран 20-шĕ - 15-17 çулсенчи çамрăксем).
Çак хутăша туртнă хыççăн çынсен ултавлă курăну пуçланнă, куç курми пулнă, пуç минренĕ, шăнăр туртни палăрнă, вĕсен сывлăшĕ пỹлĕннĕ. Кашнинех шиклĕх туйăмĕ çавăрса илнĕ, хăйсем мĕн тунине астуман. Медучрежденисене илсе пынисенчен тĕп йышĕ - 18-30 çулсенчи, çав шутран 90 проценчĕ - 18-21 çулсенчи çамрăксем. Ытларах пайĕ ниçта та ĕçлемест тата вĕренмест.
Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсен тĕп ĕçĕ - наркотиксене, психоактивлă мĕн пур хутăша сутма чарасси, çав шутра туртмалли хутăшсен саккунсăр çаврăнăшне пỹлесси. Енчен те эсир маларах асăннă хатĕрсемпе тата хутăшсемпе суту-илỹ тунине асăрхарăр пулсан, право хуралĕн ĕçченĕсене çакăн пирки шанăç телефонĕсемпе (8-937-013-93-41; 39-20-12, 23-01-00; 24-16-55) вăрттăн пĕлтерме пултаратăр.
Хамăрăн ачасен сывлăхĕшĕн яваплă пулар, пĕрлехи инкеке хирĕç пурте кар тăрса çĕкленер.
Л.ЕГОРОВА.