Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Призерсен йышне кĕнĕ

Канаш районĕнчи Шăхасан ялĕнчи "Импульс" физкультурăпа сывату комплексĕнче çак кунсенче ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе икĕ ăмăрту - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерне Г.Н.Смирнова халалласа республикăри уçă турнир тата Чăваш Республикинче мала тухмалли ăмăрту иртнĕ.

Унта Елчĕк çамрăкĕсем те хастар хутшăннă. Хăйсен виçе категорийĕсенче Алексей Майков - 2-мĕш, Павел Ласточкин (Аслă Елчĕк), Кирилл Петров (Çирĕклĕ Шăхаль), Денис Антонов (Элекçей Тимеш) 3-мĕш вырăна йышăнма пултарнă.



"Елчĕк Ен"
08 ноября 2014
09:10
Поделиться