Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Йывăрлăха лексен - шăнкăравла

Юлашки вăхăтра çул çитмен ачасем хушшинче эрех-сăра авăрне лекнисен йышĕ, аслисем хыççăн кайса тунă преступленисен шучĕ ỹссех пырать. Мĕнре-ши сăлтавĕ? Паллах, воспитанире. "Ача-пăча ырра курсан ырă, усала курсан усал пулать", - тесе каланă ваттисем. Ача çемьере пурнăçăн пĕрремĕш опытне пухать, хăй çуралнă кĕтесе упрама вĕренет, тăван тавралăх илемне туять... Килти тĕрĕс мар воспитани ачасем çине пысăк витĕм кỹрет. Вĕсем ашшĕ-амăшне шанма, хисеплеме пăрахаççĕ.

Юлашки çулсенче япăх пурăнакан, ашшĕ-амăшĕ ĕçкĕ авăрне лекнĕ çемьесен йышĕ самаях ỹсрĕ. Çемьери тăнăç пурнăç чи малтанах çемьерен хăйĕнчен килет. Эпир килте ачасене паракан ăс-хакăл тата шухăш-кăмăл воспитанийĕ, саккунсене хисеплеме вĕрентни пирĕн канлĕх тата ăнăçу никĕсĕ пулнине манса каятпăр.

Çирĕп çемье вăл - чи малтанах çемьен хăйĕн çурт-йĕрĕ пулни. Пурăнмалли ăшă кĕтес пулсан çемье тĕреклĕ, тулли, хăтлă. Паллах, чи туслă çемьере те харкашу сиксе тухма пултарать. Анчах та вăрçăну-тавлашу ачасен куçĕ умĕнче пулса иртмелле мар. Енчен пепке эсир сасă хăпартса калаçнине сисрĕ пулсан, ăна çакăншăн шикленмелле маррине ăнлантармалла. Ашшĕпе амăшĕн пĕр-пĕрне юратнине палăртмалла. Килĕшỹллĕ çемьере кăна сывлăхлă та ăшă чунлă ачасем çитĕнеççĕ.

Йывăр çемьесене тупса палăртас, вĕсене май килнĕ таран пулăшас тĕллевпе халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр ĕçченĕсем час-часах ялсене тухса çỹреççĕ. Нушаллă çемьере ỹсекен ачасене тĕрлĕ енчен пулăшма тăрăшаççĕ. Калăпăр, эпир чи малтанах вĕсем обществăра пĕччен маррине ăнлантаратпăр. Çавăнпа та йывăрлăха лекнĕ çул çитмен ачасене пулăшма ятарлă шанăç телефонĕ ĕçлет. Унăн номерĕ: 8-800-200-122 е 8 (8352) 78-75-75. Шăнкăравлăр. Ялсенчи йывăр шăпаллă çемьесем пирки пире пĕлтерĕр.

Е.КАШИРИНА, 
районти халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр специалисчĕ.



"Елчĕк Ен"
08 ноября 2014
09:12
Поделиться