Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Уява хастар хутшăннă

Чỹк уйăхĕн 4-мĕшĕнче халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа районти кашни ялтах тĕрлĕ мероприяти иртнĕ.

Çирĕклĕ Шăхаль. Асăннă уява халалласа ялта савнăçлă лару-тăрура митинг иртнĕ. Унта ял халăхĕ, культура тата администраци ĕçченĕсем, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем хутшăннă. Пуçтарăннисен умĕнче Н.Васильева сăмах илнĕ, уявăн пĕлтерĕшĕ тата Раççей историйĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăнă. Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Кошкин çĕр-шыв çирĕплĕхĕ халăх пĕрлĕхĕнчен килнине, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннин ырă енĕсене палăртнă.

Кĕçĕн Таяпа. Ялти вулавăша çак кун çамрăксем пуçтарăннă. Вĕсем чи малтанах уява халалланă кĕнекесен куравĕпе, унтан Раççей историне çутатакан презентаципе кăсăклансах паллашнă.

Тỹскел. Ял халăхĕ пĕрле пуçтарăнса Хусанти Турамăш турăшĕн тата Халăх пĕрлĕхĕн кунне туслăн уявланă. Пуçтарăннисене Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владислав Сайкин, Дмитрий Судаков депутат, Елчĕк район администрацийĕн представителĕ Антонина Александрова, "Прогресс" АХО директорĕ Петр Скворцов, Александр Сенькин протоиерейпа Силуан иеромонах саламланă. Уявра кашни урам пĕр-пĕринпе ăмăртса пуян сĕтел хатĕрленĕ, курав йĕркеленĕ. Спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе йĕркеленĕ ăмăртусене тата халăх вăййисене хутшăннă хыççăн ял халăхĕ нумаях пулмасть туса лартнă Хусанти Турамăш турăшĕ ячĕллĕ чиркĕве пуçтарăнса уяв кĕллине хутшăннă.

Патреккел. Уява халалласа кунта "Халăх вăййисем" ятпа савăнăçлă сехет иртнĕ. Культура ĕçченĕсем йĕркеленĕ вăйăсене вĕренекенсем хастар хутшăннă. Мăн асаттесемпе асаннесем вылянă вăйăсемпе чылайăшĕ пуçласа паллашнă.



"Елчĕк Ен"
06 ноября 2014
10:59
Поделиться