Тăван кил ăшши евĕрех
...Пурнăç урапи çаврăнать... тесе ыт ахальтен юрламаççĕ тĕр. 18 çул каялла Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ваттисем вăхăтлăх пурăнакан çурт уçăлнăранпах пурăнатăп кунта. Манăн евĕр шăпа пĕччен пурăнакан карчăк-старикрен аякра тăмасть. Çавăнпа çак çурт пирĕншĕн тăван кил ăшши евĕрех.
Ĕмĕре пĕччен пурăнса ирттертĕм. Ĕçрен ỹркенмерĕм. Тăван колхозра, телефонисткăра ĕçлерĕм. 20 çул ытла Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче техслужащи пулса вăй хутăм. Унтанах пенсие тухрăм.
Ултă пĕр тăван çуралтăмăр. Мана вара çемье çавăрса пурăнма пỹрмерĕ.
Ватлăх никамран та пăрăнса иртмест. Сакăр теçетке урлă каçрăм. Вăй-халăм чакрĕ. Эпĕ иккĕмĕш ушкăн инваличĕ. Ман пек сусăрсем тата вуннăн хăтлăх тупнă. Хĕллехи вăхăтра эпир 20-ĕн пурăнатпăр. Тепĕр чухне тăван ывăл-хĕрĕ те ватăлнă ашшĕ-амăшне пирĕн социаллă ĕçченсем пек пăхайманнишĕн тĕлĕнместĕп.
Пĕччен пурăнакан ватăсемшĕн меллĕ çак çурт. Кунта пурăнма пĕтĕм услови пур. Кашни пỹлĕмре пĕччен е иккĕн пурăнатпăр. Пĕр пек ăраскаллисемпе калаçса чунра ырă туйăм çуралать. Пĕччен марришĕн савăнатăн.
Çулсем иртнине кура сывлăх та хавшать. Хамăр патăмăртах пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕ пулни темрен лайăх. Пире шурă халатлисем çийĕнчех пулăшу пама тăрăшаççĕ, сиплеççĕ, шăлсене те юсасах тăраççĕ.
Пире пăхасси пĕрре те çăмăл мар. Ватă çынна пĕчĕк ача ăсĕ çапать тени те тĕрĕсех. Çапах та пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлет пирĕн заведующи - Антонина Васильевна Осипова. А.Ефимова, А.Васильева, Т.Краснова, С.Александрова социаллă ĕçченсем тỹрĕ кăмăллă та ăш пиллĕ çынсем. Вĕсенчен нихăçан та сивĕ сăмах илтеймĕн. Хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлама кăна мар, палисадниксенче хитре чечексем ỹстерме те вăхăт тупаççĕ. Мунча хутса кĕртеççĕ. Йывăр чирлисене, сусăрсене хăйсемех çуса кăлараççĕ. Борис Дуткин слесарь уйрăмра пĕр кăлтăк хăвармасть, веçех юсаса тăрать.
Вырăнпа выртакан ватăсене пăхасси тата çăмăл мар. Кăçал пирĕнтен тăватă ватă уйрăлчĕ. Вĕсене кунти ĕçченсем çуса-тирпейлеççĕ, юлашки çула ăсатма пулăшаççĕ, асăнтараççĕ.
Уйрăмра çулсерен тĕрлĕрен юсав ĕçĕсем пурнăçлаççĕ. Кăçал мунча патне брусчаткăран тротуар сарнă. Халĕ йĕпе-сапăллă çанталăк хăратмасть пире. Милĕк хатĕрленĕ.
Ытти çулсенче пахчара тăрмашма пултаракан ватăсем чылаййăнччĕ. Халĕ Иван Печков, Алексей Кондратьев, Валентина Андреева пахчаран кĕме пĕлмеççĕ. Иван Ласточкин вара сад ĕрчетес енĕпе маттур. Хамăр пахчара çеç мар, колхоз садне йĕркене кĕртес тесе те тимлет вăл. Ыттисем те ахаль лармастпăр, алса-чăлха çыхатпăр. Мария Николаева, Анна Павлова, Вера Дергачева уйрăмах ăста алăллă. Галя Матросова район хаçачĕн çĕнĕ номерĕпе паллаштарсах тăрать. Район хыпарĕнчен тăрса юлмастпăр эпир.
Ватлăх кунĕсем тунсăх ан кỹччĕр тесе тĕрлĕрен хаваслă мероприятисем ирттереççĕ. Ытларах Çирĕклĕ Шăхалĕнчи культурăпа кану центрĕн артисчĕсем кăмăла çĕклеççĕ. Шкул ачисем те уявсенче хаваслă юрă-ташăсемпе савăнтараççĕ. Ун пек чухне ыратни те иртсе кайнăн туйăнать.
Чиркỹ праçникĕсем умĕн типĕ тытатпăр. Тĕмер чиркĕвĕн пачăшки Петр атте кунта килсех çỹрет.
Ваттисен çуртне килнĕшĕн пĕрре те ỹкĕнместĕп. Нушаллă ватăсене, инвалидсене пăхма çакăн евĕр çуртсем уçнăшăн патшалăха, район, халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр ертỹçисене тав тăватпăр. Çавăн пекех социаллă, медицина ĕçченĕсем, кашни çулах çĕр улмипе тивĕçтерекен "АСК-Яльчики" агрофирма ертỹçи Ю.Галкин ырă сăмаха тивĕçлĕ. Вĕсем тăрăшнăран пирĕн пурнăç тата савăкрах.
О.АНДРЕЕВА,
ваттисен çуртĕнче пурăнакан.