Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Центр хăй патне йыхăрать

Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче ытлари кун "Искусствăсен каçĕ" иртнĕ. Раççейĕпех иртекен акцин тĕп тĕллевĕ - çитĕнекен çамрăк ăрăва, тĕрлĕ çулсенчи çынсене тăван ен искусствипе, культурипе тата унăн историйĕпе çывăх паллаштарасси.

Искусствăсен каçĕ фойеренех пуçланнă. "Туслăх" фольклор ушкăнĕ кунта улах ларнине кăтартнă. Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕн ĕçченĕсем "Çăпата" вăййи выляттарнă, музейра упранакан хăш-пĕр экспонатсен авалхи ячĕсене аса илтернĕ. Кунтах тĕрлĕ халăх тумтирне тăхăннă культура ĕçченĕсем, куракансем ташă картинче савăннă.

Уява пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин саламланă.

Концерт залĕнче хаваслă юрă-кĕвĕ янăранă. Елчĕксемсĕр пуçне савăнăçлă каçа Сăрьелсемпе Тỹскелсем те илем кỹнĕ. "Шуçăм" фольклор ансамблĕ, хăй вăхăтĕнче çак ятпах таврара чапа тухнă вокалпа инструмент ансамблĕн членĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн сакăр вуннăмĕш çулĕсенчи юрă-кĕвĕ ытамне путнă куракансем уявпа питĕ кăмăллă пулнă.



"Елчĕк Ен"
06 ноября 2014
11:01
Поделиться