Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Анкета ыйтăвĕсене хуравлар

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн 2014 çулхи утă уйăхĕн 31-мĕшĕнчи указĕпе килĕшỹллĕн, Чăваш Ен Правительствине "Чăваш Республикин сывлăх профильне" хатĕрлесе çирĕплетме хушнă.

Çакнашкал темăпа кашни муниципалитетăн ятарлă программа пуçармалла, "Сывлăха аталантармалли план" çирĕплетмелле. Асăннă планăн тĕп тĕллевĕ - этем сывлăхне сиенлĕ витĕм кỹрекен пулăмсене чакарасси. Планра палăртнă территорире пурăнакансен сывлăх тăрăмĕ пирки тĕплĕн çырса кăтартнисĕр пуçне этеме витĕм кỹрекен медицинăпа çыхăнман ытти майсене те (тавралăхри лару-тăру, пурнăç тата ĕç условийĕ, канма тата ỹт-пĕве пиçĕхтерме май паракан мелсем тата ытти те) палăртмалла. Çак ĕçе районти граждансем те активлă хутшăнма, Елчĕк район сайтĕнчи "Новости" уйрăмри "Приглашаем принять участие в анкетировании по укреплению и сохранению здоровья" хыпарти анкета ыйтăвĕсем çине хуравлама пултараççĕ.



"Елчĕк Ен"
29 октября 2014
14:32
Поделиться