Страшник Антунĕ. Кам вăл?
Аслă Шăхаль ялĕнче пурăнакан, "Колос" ял хуçалăх производство кооперативĕнче заправщикра, склад заведующийĕнче тăрăшакан Владимир Мефодиевич Волков истори материалĕсемпе кăсăкланать. Вĕсене вăл архивсенчен пухать, нумайăшне хăй тĕллĕн тĕпчет. Хальхинче вăл хăйĕн кукашшĕ, Антун Пыркин çинчен каласа кăтартать.
- Кукаçин ашшĕ Автоном Аверкиевич Аверкиев 1855 çулта Аслă Шăхальте, амăшĕ Перасковья Тихоновна 1859 çулта, кỹршĕллĕ Çĕнĕ Пăва ялĕнче çуралнă. 1877 çулта вĕсен аслă ачи, манăн кукаçи _ Антун кун çути курнă. Вĕсен иккĕмĕш ачи Сергей ятлă пулнă. Ун хыççăн çуралнă йĕкĕреш хĕрсене (Елена тата Феодосия) нумай çул пурăнма пỹрмен, вĕсем çав çулхинех вар виттипе чирлесе вилнĕ. 1883 çулта Антунăн тепĕр йăмăк çуралать. Ахăртнех, вăл та вилесрен хăраса ăна Елена - Йелỹк ят панă. Пĕве çитсен вăл Патреккеле качча тухнă, унăн малаллахи шăпине уçăмлăн тупса палăртма май килмерĕ.
Кукаçин ашшĕн - Автономăн кивĕ кĕрпе арманĕ, кантăр çăвĕ юхтаракан шыв арманĕ, кредит банкĕнче 40 тенкĕ укçа пулнă. Антун 6 çула çитсен учитель тытса ăна килте вулама, çырма вĕрентнĕ. Ытти ачисене вĕрентме май килмен. Ашшĕ кукаçи 8 çулта чухне пурнăçран уйрăлса кайнă. Килти хуçалăхри пĕтĕм ĕç амăшĕпе Антун çине тиеннĕ. Çак вăхăтра вĕсем укçа пуçтарса лаша та туяннă. Апла пулин те кукаçи малалла вĕренес ĕмĕтпе пурăннă. 1895 çулта вăл Хусана вĕренме тухса каять. Тепĕр çулхине авланать, мăшăр пулма хамăр вулăсри, Кипеç ялĕнчи Никита Сидоров хĕрне Санюка качча илет. 1897 çулта Антунпа Санюкăн хĕр ача çуралать, ăна Феодосия ят параççĕ. Савăнса анчах пурăнмалла пулнă пек туйăнать. Анчах 1898 çулхи нарăс уйăхĕн 13-мĕш кунĕнче арăмĕ, ăсран арпашнипе, çакăнса вилет. Антун вĕреннĕ çĕртен пăрахса Хусантан яла таврăнать. Каллех инкек - пĕртен-пĕр хĕр пĕрчийĕ Феодосия вар виттипе чирлесе вилет. 1900 çулта Антун тепĕр хут авланнă. Арăм тума Турхан ялĕнчи Романов Капитон (Кĕпитун) хĕрне суйласа илнĕ. Кĕпитун хĕрĕ, 1881 çулта çуралнă Натали Антуна 4 ача (Санька, Маруç, Елька, Витали) çуратса панă. Санька Кăмпа Веччине (Грибов Вячеслав), Маруç Палюк ывăлне Мефодий Волкова, Елька Турхан Хĕветĕр ывăлне Зинона качча тухнă. Виталий Нижний Тагил хулинче авланнă, унта пурăнса тивĕçлĕ канăва тухнă, унтах çĕре кĕнĕ. Наталин (манăн кукамай) ашшĕ - Романов Кĕпитун ĕлĕкрен хурт-хăмăр ĕрчетнĕ. Пĕр сăмахпа, ĕçчен çынсем, хутла вĕреннĕ, йышлă йăхсем шутĕнче пулнă. Антунăн (кукаçин) 1879 çулта çуралнă Сергей шăллĕ 1902 çулта авланнă, Алексей Иванов хĕрне Дарьяна (Тарчук) качча илнĕ. Кукаçи ăна хальхи кỹлĕ вырăнĕнчи çу юхтаракан шыв арманне парнеленĕ. 1902 çулхи кĕркунне Антун патша çарне лекет. Унта 3 çул çỹренĕ, кĕçĕн командир йышĕнчи Антун яла таврăнать. Ашшĕнчен юлнă кивĕ кĕрпе арманне хута яма 40 тенкĕ кредит укçине илет. Çĕнĕ çурт хăпартма тытăнать. Антуна хальхи Канаш районĕнчи Сиккасси ялне страшникра ĕçлеме чĕнсе илеççĕ. 1910 çул тĕлне вăл хăйĕн çуртне те туса пĕтерет. Çурчĕ хальхи Кротов Микуласен вырăнĕнче пулнă. Страшник Антун 1916 çулта хăйĕн çуртĕнче 1 сыпăклă 4 класлă шкул уçать. Унти пĕрремĕш вĕренекенсем: Виталий Германович Германов (Кĕçĕн Шăхаль), Мефодий Павлович Волков (Аслă Шăхаль) пулнă. Мефодий Волков (вăл манăн атте) Антун страшник çуртĕнчи хăйĕн пĕрремĕш учителĕсем пирки пире нумай каласа кăтартнă. Вĕсен вĕрентекенĕсем Е.Игнатьев, Ф.Игнатьев, С.Михайлова пулнă. Революци таппи вăй илсе пынă вăхăтра страшник Антуна тепĕр хут патша çарне чĕнсе илеççĕ. 8 уйăхран Сиккасси ялĕнчен çемйипех тăван яла таврăнать. Çĕр ĕçĕпе ĕçлеме тытăнать - 10 гектар çинче тырă туса илнĕ. Хăй шкул уçнă çуртра хуралçă пулса тăрăшать, унта ĕçленĕшĕн ăна 1 уйăхра 0,75 пус укçа тỹленĕ. Антунăн арăмĕ Натали вырăн çинчен тăрайми чирленĕ. Хуçалăхри пĕтĕм ĕç кил хуçи çине тиеннĕ. Çемьене тăрантарас тесе Антун мельник тытса кĕрпе арманне хута ярассишĕн çине тăрать. Мельнике 1 çулталăка 100 ĕç кунĕ тỹлесе тăнă.
...Пăлхавлă самана таппи ялсенчен те пăрăнса иртмен. Кĕçĕн Шăхалĕнче те "Чухăнсен ушкăнĕ" йĕркеленнĕ. Вĕсем çирĕп пурăнакан хуçалăхсене тустарма тытăнаççĕ. Чи малтан страшник Антунĕн хуçалăхне пырса çитеççĕ. Ăна пысăк штрафсем тỹлеттермелле тăваççĕ, 1926 çулта суд умне тăратаççĕ. Унран суйлав правине туртса илмелле тăваççĕ. Вăрман вутти хатĕрлемен, çĕнĕ саманана хирĕç пырать, столыпинец, урядник пулнă тесе вăл вăхăтри укçапа 250 тенкĕ тỹлеттермелле тăваççĕ. Антун урядник пулманнине, страшникра анчах ĕçленине, хăйĕн нимĕнле айăп та çуккине судра ĕнентерсен те, пур пĕрех ăна штрафсем тỹлеттернĕ. 1929 çулта Антуна тепĕр хут суд умне тăратаççĕ. Ку хутĕнче ăна налуксене пытарать, вĕсене кая юлса тỹлет тесе айăплаççĕ. Ялти комсомол организацийĕ çине тăнипе 1929 çулхи çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче ирттернĕ пухура йышăннă айăплава пăрахăçлаççĕ. Комсомол организацийĕнчен панă справка çине çак çынсем алă пуснă: П.Красильников, М.Смолин, И.Семенов, М.Волков, Л.Сорокин. Çак çулхинех Антуна тепĕр хут суда чĕнтереççĕ, пысăк налук тỹлеттермелле тăваççĕ. Налук вырăнне 355,70 тенкĕлĕх килти пурлăха (выльăх-чĕрлĕх - лаша, ĕне, пыл хурчĕсем, чăх-чĕп, çĕр лаптăкĕ пулнă) туртса илеççĕ. Пурлăха хак паракансем Тимофеева, Сусметова (Елчĕк) пулнă. 1930 çулхи утă уйăхĕн 24-мĕш кунĕнче иртнĕ ял пухăвĕнче (21-мĕш протокол, 230 çын хутшăннă) Трофим Грибова, Григорий Грибова тата Антун Пыркина кулаксен шутне кĕртнĕ. Антуна 1927 çулта 40 тенкĕ ссуда илнине те аса илтерсе айăплаççĕ. 1930 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чулхулари "Нижкоммуна (191-мĕш номер) хаçатра Антун пирки çакăн пек çырнă: "Владелец крупорушки, по 1930 год. Содержал постоянного мельника, организатор противосоветской группировки, арендатор земли не менее 10 га. Имел наемного труда до 100 трудодней. Раскулачен Чув. ЦИКком". Çакăн хыççăн унăн шкул пулнă çуртне, пĕтĕм пурлăхне тытса илеççĕ. Çемйине, ялти тата тепĕр 5 çемьепе пĕрле, Çитлĕ çырмине хăваласа кăлараççĕ. Пĕр хĕл каçнă хыççăн Антун ашшĕн çуртне таврăнать. Пурпĕрех канăç паман ăна. 1931 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче çырнă протокола тĕпе хурса, кил-çуртри мĕн пур тăхăнмалли çи-пуçа, савăт-сапана, вĕсене 678 тенкĕлĕх шута илнĕ, илсе тухса каяççĕ. Мĕнле чăтнă-ши чĕри? Тепĕр уйăхран, утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче "Чухăнсен ушкăнĕ" (213 çын пухăнса) 69-мĕш протокол çырать. Пыркин Антун çемйине ялтан хăваласа кăларса ямалла тăваççĕ. Юлнă выльăх-чĕрлĕхне, кĕпе-тумтирне колхоза параççĕ. Шкул пулнă çуртне пăсса Çĕнĕ Пăва ялне шкул тума куçарса каяççĕ. Антун çемйине (арăмĕ - Натали, хĕрĕсем - Маруçпа Елька, кĕçĕн ывăлĕ Витали) пуçтарăнма, ялтан тухса кайма пĕр талăк вăхăт параççĕ. Вĕсене Свердловск облаçĕнчи Надеждинск хулине ямалла тăваççĕ. Юлашки пухури (ăна "РИК" уполномоченнăйĕ Е.Морозова (Елчĕк) ертсе пынă, çыруçи В.Кошкин пулнă) протоколта çапла çырса хунă: "Пыркин Антон Автономович есть бывший урядник до 1917 года. Лишен избирательного голоса в 1926 году. Имел крупорушку с 1905 года до 1926 года. Бывший землевладелец, столыпинец, горлопан. Во время службы в полиции имел постоянный наемный труд. Хозяйство кулацкое. Раскулаченный и раскулачивание утвержден". Тĕрĕс тесе пурте алă пуснă.
Унта тата мĕнле нуша курнă пулĕ вĕсем. Антун 1932 çулхи чỹк уйăхĕнче тимĕр шăратнă çĕрте ĕçленĕ чухнех вилсе каять. Кукаçи виличчен кукамай яла таврăннă, хĕрĕсем тăван яла каярахпа çитнĕ. Маруç хĕрĕн (вăл манăн анне) яла çитес çулĕ çав тери нушаллă пулнă. Малтанхи хут тарса килнĕ чухне ăна Канаш хулине çитсен каялла тытса каяççĕ. Иккĕмĕш хут кукаçи вакуна хăй лартса ярать (виличчен пулнă), ку хутĕнче те ăна Кананаш районĕнчи Сиккасси ялĕнчен шыраса тупса тепĕр хут Надеждинск хулине ăсатаççĕ. Унта çитсен аннене питĕ хытă хĕнеççĕ. Кукаçи хĕрне виççĕмĕш хут тартнă чухне ăна çывăх юлташĕ пулăшать. Çапла майпа анне виçĕ уйăхран Аслă Шăхальне çитет. Кукаçи аннене юлашкинчен ăсатнă чухне: "Яла тĕрĕс-тĕкел çитсен пурне те ыталаса манран салам кала", - терĕ тет.
1991 çулхи юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче Раççей Саккунĕпе килĕшỹллĕн политика репрессийĕнче инкек тỹснисене тĕрĕс мар айăпланă тесе йышăннă. Анчах вĕсенчен халĕ нихăшĕ те çĕр çинче çук. Йывăр тăприсем çăмăл пулччăр вĕсен. Кукаçи, каçарсам...