Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Конкурсра палăрнă

Районти вĕрентекенсем район, республика, Раççей шайĕнчи тĕрлĕ конкурса хутшăнса час-часах малти вырăнсене тивĕçни кăмăла çĕклет.

Çак кунсенче Шупашкарти 62-мĕш шкулта ентешĕмĕре Г.Волкова халалласа республика шайĕнче "Хавхалану" ятпа сăвăсен конкурсĕ иртнĕ.

Асăннă конкурса Патреккелĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Галина Енейкина та хутшăннă, этнопедагога халалласа çырнă сăввипе 2-мĕш вырăна тухма пултарнă.



"Елчĕк Ен"
25 октября 2014
14:04
Поделиться