Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хĕлле уйрăмах сыхă пулмалла

Сивĕтсе пырать. Электроприборсемпе тата ăшă паракан хатĕрсемпе усă курнă чухне пушар тухас хăрушлăх та ỹсет.

Асра тытăр:

- вĕсене туса кăларакан предприятисен сĕнĕвĕсене шута илсе усă курăр;

- электричество приборĕсене ток пама çыхăнтармалли хатĕрсем юсавлă пулччăр;

- кил-хуçалăхра юсавлă утюгсем, плитасем, чейниксем тата ытти ăшă памалли хатĕрсем çеç пулччăр;

- кăмака-каланккасене, котельнăйсене лайăх тĕрĕслĕр;

- тĕтĕм çỹрекен çулсене тĕрĕслесе тата тасатсах тăрăр;

- ăшă памалли, апат-çимĕç хатĕрлемелли хатĕрсене ача-пăчана шанса ан хăварăр;

- вут-шанкăпа хутса ăшăтакансем, кĕл-кăмрăк таврашне ятарлă вырăна кайса тăкиччен шывпа сапса сỹнтерĕр;

- маччана вырнаçтарнă тĕтĕм çỹретмелли пăрăхсене, мăрьесене, вĕсен çумĕнчи стенасене шурă тĕспе сăрлăр.



"Елчĕк Ен"
25 октября 2014
13:59
Поделиться