Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Инкеке сирме хатĕр тăр

Тунти кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ.

Канашлăва хутшăннисем чи малтанах Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев ирттернĕ видеоконференципе паллашрĕç. Унта çут çанталăк кăларса тăратнă пулăмсене пула республикăри хăш-пĕр районсене электроэнерги парса тăрасси чарăнса ларнине, лару-тăрăва йĕркене кĕртес ыйтăва сỹтсе явнă. Чỹк уйăхĕн 17-мĕшĕнче республикăн Муркаш, Хĕрлĕ Чутай, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле тата ытти хăш-пĕр районсем тăрăх пăрлă çумăр тата йĕпе юр çуса иртнĕ. Çавна пула нумай çĕрте пăрланнă электричество линийĕсем татăлнă, чылай ялта, хулара çынсем электроэнергисĕр тăрса юлнă. Çут çанталăк кăларса тăратнă инкекпе çав кунах кĕрешме тытăннă. Кăнтăр электричество сечĕн Елчĕкри уйрăмĕнчи электриксем те çак пархатарлă ĕçе хутшăнаççĕ. Телее, çут çанталăк инкекĕ пирĕн районтан айккинчен иртнĕ.

Видеоконференцие сỹтсе явнă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин çакна палăртрĕ: хальхинче пăрлă çумăр тата йĕпе юр Елчĕк районне пырса тивмерĕ, инкек кăтартмарĕ. Анчах вăл яланах сыхă тăмалли çинчен асăрхаттарса хăварчĕ. Электроэнерги парса тăрасси чарăнса ларсан вырăнсенче дизель генераторĕсене ĕçлеттерсе ямалла. Унсăрăн хĕллехи вăхăтра ăшăтакан системăсем шăнса çурăлма пултараççĕ, халăха, выльăх-чĕрлĕх витисене шывпа тивĕçтересси, ĕнесене сăвасси чарăнса ларать тата ытти те. Çавна май калаçу саппаса дизель генераторсем вырнаçтарасси çине куçрĕ. Вĕсем вара районти тĕп больницăра, хăш-пĕр шкулсенче тата пĕрлешỹллĕ хуçалăхсенче çеç пур. Район администрацийĕн пуçлăхĕ çывăх вăхăтрах кашни шкула, культура çуртне, фельдшерпа акушер пунктне, выльăх-чĕрлĕх витине, шывпа, ăшăпа тивĕçтерекен тата пысăк пĕлтерĕшлĕ объектсене дизель генераторĕсене туянса вырнаçтарма, вĕсем электроэнергипе тивĕçтермешкĕн хатĕр пулма хушса хăварчĕ. Инкек-синкек сирсе яма мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслеме районта вĕренỹ ирттересси çинчен пĕлтерчĕ.

Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов выльăх-чĕрлĕхе хĕллехи тапхăрта усрама мĕнле хатĕрленсе çитнипе, выльăх-чĕрлĕхрен 9 уйăхра продукци туса илесси мĕнле шайра пулнипе паллаштарчĕ. Çак вăхăтра мăйракаллă шултра выльăхсен, ĕнесен шучĕ, вĕсенчен сĕт суса илесси ỹснĕ. Анчах аш-какай туса илесси чакнă. Çакă районти хуçалăхсем сыснасен йышне пĕлтĕрхи шайран 1842 пуç, çавăн пекех пăрусем илессине чакарнипе çыхăннă.

Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сỹтсе явнă.



"Елчĕк Ен"
22 октября 2014
11:20
Поделиться