Инкеке сирессишĕн тăрăшнă
Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче пăрлă çумăр тата йĕпе юр çунă май Чăваш Енри 12 район территорийĕнче электролинисем пăрланнă, татăлнă, çавна май электроэнерги парса тăрасси чарăннă.
Республикăн правительстви инкеклĕ лару-тăрăва чи малтанхи сехетсенчех шута илнĕ. Çавăн пекех районсенчи влаç тытăмĕсенче, ГКЧСра, "Чувашэнерго", ЧР Строительство, архитектура тата çурт-йĕр министерствинче оперативлă штабсем йĕркеленĕ. Малтанхи сехетренех 51 юсав бригади (300 яхăн çын тата 68 техника) ĕçе тытăннă. Республика тулашĕнчи - Ульяновск, Владимир, Пенза, Самар, Чул хула облаçĕнчи, Мордва Республикинчи çăлавçăсен ушкăнĕсем те инкек пулнă вырăнсене çитнĕ, çийĕнчех унăн синкерне сирме пулăшнă. Аварие пĕтерме малтанхи кунах 79 бригада (385 çын) тата 98 техника хутшăннă.
Юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев ертсе пынипе чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен комиссин тата оперативлă штабăн пĕрлехи ларăвне ирттернĕ, унта авари сиенне пĕтерес тата юсав енĕпе ĕçлекен мĕн пур служба представителĕсене явăçтарнă. Видеоконференци мелĕпе йĕркеленĕ канашлăва çавăн пекех республикăри районсемпе хуласен пуçлăхĕсем те хутшăннă. М.Игнатьев çут çанталăк кунĕ авари сиенне пĕтерме хутшăнакансене тав тунă.
Канашлура республика территорийĕнче патшалăхăн чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярас енĕпе ĕçлекен пĕрлехи тытăмĕн Чăваш Енри управленийĕн органĕсемшĕн регион шайĕнчи чрезвычайлă лару-тăру режимне ĕçе кĕртесси çинчен пĕлтернĕ. Унта ЧР Министрсен Кабинетне, районсемпе хуласен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ямалли ĕçе йĕркелеме, пушар хăрушсăрлăхне тата санитари нормисене тивĕçтермелли хушма мерăсем, правительствăн резерв фондĕнчен çирĕплетнĕ йĕркепе укçа-тенкĕ уйăрассине тивĕçтерме хушнă. Çак кунах ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев эрне кун пăрлă çумăр тата йĕпе юр çунипе сиенленнĕ объектсене тĕрĕсленĕ. Вăл Шупашкарти Пржевальский урамне, Кăнтăр поселокне çитнĕ, Шупашкар районĕнчи Сирапакасси тата Мăнал ялĕсенчи электролинине улăштарассипе ĕçлекенсемпе тĕл пулнă. М.Игнатьев "Чăвашэнергон" чрезвычайлă лару-тăру сиенне пĕтерес енĕпе палăрнă ĕçченĕсене - "Шупашкар электричество сечĕн" ОСП тĕп инженерне А.Павлова тата "Энергострой" ООО машинистне А.Кошкина сехет парнеленĕ.
Тĕл пулусене вĕçленĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев "Атăл çинчи МРСК" АУОн "Чăвашэнерго" филиалĕн Çурçĕр производство уйрăмĕн тĕп диспетчер управленийĕнче пулнă. Кунта республика территорийĕнчи кашни подстанцине сăнаса тăраççĕ.
"Чăвашэнерго" директорĕ Д.Иванов, Строймин ертỹçи О.Марков, "Атăлçи çинчи МРСК" АУОн тĕп инспекторăн çумĕ А.Софинский чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярас енĕпе ĕçсем мĕнле пынине пĕлтернĕ.
Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен тата хула округĕсен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ. Видеоконференци мелĕпе ирттернĕ канашлăва районсен ертỹçисем те хутшăннă. Сỹтсе явнă тĕп ыйту - çанталăк условийĕсене пула шар курнă ял-хулана электричествăпа çĕнĕрен тивĕçтерме пуçлассипе çыхăннă ĕçсем.
Строймин ертỹçи О.Марков пĕлтернĕ тăрăх, инкеке сирсе ярас тĕллевпе "Атăлçи çинчи МРСК" АУОн 121 юсав бригади тата техникăн 137 единици талăкĕпех ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне ытти организацисен техникине те явăçтарнă. Çынсем те хăйсен пултарулăхĕпе палăраççĕ, аварисене пĕтерме, территорисене ỹкнĕ йывăç-туратран тасатма хутшăнаççĕ.
М.Игнатьев палăртнă тăрăх, çанталăкăн çăмăл мар условийĕсене пăхмасăр авари бригадисем талăкĕпех ĕçлеççĕ. Вăл тухăçлă ĕçленĕшĕн мĕн пур службăна, организацисемпе ведомствăсен пуçлăхĕсене, общество апатланăвĕн ертỹçисемпе ĕçченĕсене, Муркаш районĕнче карас телефонĕн çыхăнăвĕн кăлтăкĕсене хăвăрт тупса сирсе янăшăн информаци политикипе массăллă коммуникаци министрне, республикăра пурăнакансене ăнланнăшăн, тỹсĕмлĕ пулнăшăн, чрезвычайлă лару-тăру сиенне пĕтерме хастар хутшăннăшăн тав тунă.