Паянах шутламалла
Пенси виçине шутлассинчи йĕркесем çинчен граждансене тĕплĕн ăнлантарса парас тĕллевпе уçă алăксен кунне ирттересси Раççей Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕнче йăлана кĕнĕ.
Черетлĕ уçă алăксен кунне Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекенсене йыхравланă. Паян шкулта вĕренекенсенчен хăшĕ ыранах е тепĕр темиçе çултанах хăйĕн пурнăçĕнче пĕрремĕш хут ĕçлеме тытăнĕ - хăйĕн пенси историне йĕркелесе ярĕ. Ватлăхра тивĕçлĕ пенси укçи илесси пирки вара кашни çыннăн хăйĕн шутламалла. Пенси фончĕн ĕçченĕсем черетлĕ тĕл пулура вĕренекенсене пенсие тивĕçмелли условисем, çĕнĕлĕхсем çинчен каласа кăтартрĕç.