Финала тухнă
ЧР Шалти ĕçсен министерствин ГИБДД ДПС инспекторне А.В.Маркова асăнса волейболистсен районти ăмăртăвне кăçал тăваттăмĕш хут ирттереççĕ.
Çак эрнере 1999 çулта çуралнă тата унран çамрăкрах волейболистсем 4 ушкăнта вылянă. Паян иртекен финалта арçын ачасен Елчĕк, Аслă Елчĕк, Курнавăш, хĕр ачасен Елчĕк тата Кивĕ Эйпеç шкулĕсен командисем тĕл пулаççĕ.
"Елчĕк Ен"