Вакансисен ярмăрккине йыхравлатпăр
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсем ваканси ярмăрккисене ĕç паракансене пушă ĕç вырăнĕсем пурри пирки тĕплĕнрех каласа кăтартма майсем туса парас, граждансене хăйсене килĕшекен ĕç вырăнĕ тупма тата шкултан вĕренсе тухакансемпе ĕç вырăнĕ çук çамрăксене хăйсене килĕшекен професси суйласа илме пулăшас тĕллевпе ирттереççĕ.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центрта 2014 çулта 6 ваканси ярмăркки иртнĕ, унта ĕç паракан 20 организаци, хăйсене килĕшекен ĕç вырăнĕ шыракан 115 çын хутшăннă. Ĕçлĕ хутшăнура тĕрлĕ организацисенче обществăлла ĕçсем пурнăçлама тата инвалидсене ĕçе вырнаçтарма пурĕ 10 килĕшỹ çирĕплетнĕ. Ваканси ярмăрккисенче 89 пушă ĕç вырăнĕ пуррине пĕлтернĕ, 74 çынна ĕçе вырнаçтарнă. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба специалисчĕсем ваканси ярмăрккисене хутшăннисене май пулнипе усă курса патшалăх пулăшăвĕпе усă курассин тĕллевлĕ программисем пирки те тĕплĕн ăнлантарса панă.
Черетлĕ ваканси ярмăркки ыран - юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче пулать. Çавна май ĕç паракансемпе ĕç шыракансене ирхине 10 сехетре халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центрта хапăл туса кĕтетпĕр.
М.ВАСИЛЬЕВА,
халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр директорĕ.