"Эпир хамăр чĕресене сире парнелетпĕр"
ятпа уçăлчĕ культура учрежденийĕсен çĕнĕ, 45-мĕш пултарулăх тапхăрĕ. Ăна районти культура çуртне хута янă çултанпа шутлаççĕ.
Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче ял тăрăхĕсенчи культура учрежденийĕсенчи юрă-ташă ăстисем кăна мар, спектакль выляма юратакансем, тĕрлĕрен вăйăсемпе интересленекенсем хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнларĕç. Фойере ал ĕç куравĕ ĕçлерĕ. Елчĕкри "Галина патĕнче хăнара" кружока ертсе пыракан Галина Чернован йĕппе çыхнă тутăрĕсемпе, кĕпе-тумтирĕпе куракансем интересленсе паллашрĕç. Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕн лектор-экскурсовочĕ Светлана Голубева ансат хатĕрсемпех кавир çыхма вĕрентсе мастер-класс ирттерчĕ. Çавăн пекех куракансем Курнавăшри Светлана Прохорован тĕррисемпе кăсăкланчĕç. Кунтах шашкăлла вылякансен клубне çỹрекенсен ăсталăхĕпе паллашма тỹр килчĕ.
Анлă мероприяти çинчен чылай маларах пĕлтерỹ çакнă пулсан та залра пушă вырăнсем те курăнчĕç. Тỹлевсĕр концерта кайма та вăхăт тупаймастпăр пулсан ыттисем пирки мĕн калайăн? Уяв вара питĕ илемлĕ те хаваслă, куракансен кăмăлне çĕклентермелле иртрĕ.
Вăл районти культура ĕçченĕсен пĕрлештернĕ "Пăла хумĕсем" хорĕ чăваш халăх гимнне _ "Асран кайми аки-сухи" юрра шăрантарнипе пуçланчĕ. Унтан Елчĕкри культурăпа кану центрĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен çĕнĕ юрри-ташшисемпе тыткăна илчĕç. "Туслăх", "Тантăш", "Варкăш", "Пучах", "Кумсем", "Çилçунат" ушкăнсен чăвашпа вырăс халăх юррисене куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Çавăн пекех "Хастар" халăх театрĕн çамрăк артисчĕсен ăсталăхĕ çулран-çул ỹссе пыни куç умĕнче.
Районти культура учрежденийĕсенче 293 кружокпа клуб шутланать. Вĕсене 4632 çын çỹрет. Çав шутран 14 тултарман ачасем валли 126 кружок ĕçлет. Вĕсенче 1998 ача хăйсен интересне тупнă.
Районта фольклор ушкăнĕсем - 24, театр коллективĕсем - 41. Çак йышран виççĕшĕ халăх ятне тивĕçнĕ.
Ял тăрăхĕсенчен килнĕ культура ĕçченĕсемпе çамрăк юрăçсен, фольклор ушкăнĕсен тăванлăх, юрату, туслăх юррисене итлесе кăмăл çĕкленчĕ. Уйрăмах Лаш Таяпа ялĕнчи чиркỹ çумĕнчи вырсарни шкулне çỹрекенсем "Золотая Русь" юррине шăрантарсан чунра канăçлăх хуçаланчĕ. Республикăри "Кĕмĕл сасă" конкурс лауреачĕ Зарема Князева хăйĕн янăравлă та илемлĕ сассипе янăратнă юрăсем пурин чун-чĕринче те ăшăлăх çуратрĕç. Е тата Елчĕкри искусство шкулĕнчи "Вдохновение" ушкăн тĕрлĕ халăх ташшисемпе республикăри "Чăваш Енĕн ĕнчĕ пĕрчисем" фестивальте çĕнтерсе диплом çĕнсе илнишĕн кам хĕпĕртемĕ. Искусство шкулĕн преподавателĕсен "Мерчен" ушкăнĕ тăватă сасăпа юрлани те уява илем кỹчĕ.
Ял артисчĕсем пултарулăхăн тепĕр тапхăрне çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсемпе, çĕнĕ шухăшсемпе, халĕччен илтмен юрă-ташăпа пуçланине курса савăнтăмăр. Апла пулсан пире хаваслă та чуна хумхантаракан, савăнтаракан мероприятисем малашне тата нумай кĕтеççĕ. Вĕсене курса усăллă та хаваслă канас тесе культура çуртне яка сукмак хывар çеç.
В.СМИРНОВА.